15 августа 2015 г.
ÇИТЕС юнкун - августăн 19-мĕшĕнче - Шăмăршăра Ульяновск облаçĕн Чăваш Енри Кунĕ иртет. Туслăх уявĕ Шăмăршă çумĕнчи ипподромра кăнтăрла 12 сехетре пуçланать. Сире Ульяновск облаçĕнчи тата Чăваш Енри чи чаплă артистсемпе фольклор ушкăнĕсем савăнăç парнелĕç; эсир урхамахсен ăмăртăвне пăхса тата кĕрешекенсене хавхалантарса кăмăлăра çĕклĕр; суту-илỹ ярмăрккинче хăвăра килĕшекен тавар туянса çемйĕрсене савăнтарăр. Пурте - туслăх уявне, тăванăмăрсем! Юрăпа та ташăпа савăнар-ха уявра! Урхамахсем ăмăртчĕр, паттăр çынсем кĕрешчĕр! Пĕлсе тăма: район çыннисене ипподрома çити Раççей Перекет банкĕн çурчĕ умĕнчен автобуспа турттараççĕ.
ОРГКОМИТЕТ.
10.45 - 10.55 Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ тĕлĕнче савăнăçлă лару-тăрура Ульяновск облаçĕн делегацине кĕтсе илесси.
11.00 - 11.30 Шăмăршăри Ленин урамĕнчи виçĕ хутлă çурта пурăнма куçакансене чаплă лару-тăрура хваттер уççисем парасси.
11.35 - 12.05 Шăмăршăри 30 вырăнлă вăхăтлăх пурăнмалли çурта уçасси.
12.10 - 13.10 Районти Культура Керменĕнче «Чувашско-Симбирское поликультурное пространство: итоги и перспективы» - «çавра сĕтел».
12.00 - 13.00 Шăмăршăри ипподромра чаплă лару-тăрура Ульяновск облаçĕн Чăваш Енри Кунне уçасси. Лаша спорчĕн ăмăртăвĕсем, VIP заезд. Чăваш нацийĕн «Кĕрешỹ» ăмăртăвĕ. Волейболла выляссипе юлташла тĕлпулу.