Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕплĕн хатĕрленсе, яваплăха туйса

15 августа 2015 г.

Тĕплĕн хатĕрленсе, яваплăха туйса

ÇĔНĔ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен вăхăт нумаях юлмарĕ ĕнтĕ. Еплерех хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ-ха ăна районти шкулсемпе ача сачĕсенче? Вĕсенче юсав ĕçĕсем мĕнлерех пынă? Вĕренỹ учрежденийĕсенче кадрсем çителĕклĕ-и? Çĕнĕ учебниксем кỹрсе килнĕ-и? Шăпах çак ыйтусем тавра пынă та ĕнтĕ район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕпе Н.Ендиеровпа пирĕн корреспондент хушшинчи калаçу.

- Пирĕн районта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 12 шкул, - терĕ Николай Иванович.  Вĕсенчен 4-шĕ - вăтам, 5-шĕ - тĕп шкулсем, 3-шĕ - пуçламăш шкул-ача сачĕсем. Тĕпрен илсен, вĕсем пурте çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕр. Шкулсенчи классене, коридорсене сăрласа илемлетнĕ, территорисене те тасатса тирпейленĕ.

- Пысăкрах юсав ĕçĕсене хăш шкулсенче туса ирттернĕ?

- Шăмăршă вăтам шкулĕнчи спортзала тĕпрен юсанă. Виçпỹрт Шăмăршăри пуçламăш шкулта та спорт залне юсаса çĕнетнĕ. Кунсăр пуçне çак учреждени çурчĕн кивелнĕ шифер çивиттине профнастилпа улăштарса витнĕ. Çавăн пекех шкул çурчĕн çĕрĕшме тытăннă йывăç чỹречисене пластикран тунисемпе ылмаштарнă.

- Ача сачĕсем те çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕр-и?

- Вĕсенчи пỹлĕмсене, коридорсене, урамри площадкăсенчи вылямалли хатĕрсене сăрласа йăлтăркка тĕс кĕртнĕ. Райцентрти «Аленушка» ача садĕнчи çĕрĕшме пуçланă хăш-пĕр чỹрече рамисене пластикран туса кăларнисемпе çĕнетнине те палăртас килет. «Ромашка» ача сачĕн площадкинче вара, спонсорсем пулăшнипе, пĕчĕккисем валли çуллахи илемлĕ веранда ăсталанă. Çавăн пекех çак учрежденири ăшă системин пĕр пайне çĕнĕ пăрăхсемпе улăштарнă.

- Шкулсемпе ача сачĕсен ăшă системисемпе котельнăйсене хутмалли сезона хатĕрлесе çитернĕ-и?

- Ку енĕпе те йĕркеллех темелле. Учрежденисен котельнăйĕсемпе ăшă системисене пурне те тĕрĕслесе тухнă, кăлтăксене юсанă. Пуянкассипе Васанти тĕп шкулсенчи, Чукалти пуçламăш шкул- ача садĕнчи тата Палтиелĕнчи ача садĕнчи котельнăйсен кивелнĕ газ хуранĕсене çĕннисемпе улăштарса монтажланă. Çутçанталăк газĕпе ĕçлекен операторсем ятарлă курссенче тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ.

- Шкулсенче учительсем çителĕклĕ-и?

- Кадрсем енĕпе йывăрлăхсем пулмĕç. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче районти учительсен йышне икĕ педагог хутшăнать.

- Ачасем валли учебниксем кирлĕ чухлĕ кỹрсе килнĕ-и?

- Шкулсене учебниксемпе, ытти вĕренỹ хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтернĕ. Сăмахăма вĕçленĕ май, çывхарса килекен çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче педагогсене чăтăмлăн тата творчество туйăмĕпе ĕçлеме, ачасене лайăх вĕренме ăнăçу сунатăп.

И.МЕДВЕДЕВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика