Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир кнеçĕн сăваплă ĕçĕ…

15 августа 2015 г.

Владимир кнеçĕн сăваплă ĕçĕ…

ПĔРРЕХИНЧЕ Киев Руçĕн кнеçĕ Владимир ватă грек çыннипе тĕл пулнă. Кнеç, ырă кăмăллăскер, ăна апатланма чĕннĕ. Грек Владимир кнеçе Хăрушă суд иконине кăтартнă. Унта çылăхлă çынсем вилсен тамăка аннине, тĕрĕс пурăнаканнисем тỹпери рай ырлăхне çĕкленнине сăнланă пулнă. «Эпĕ ăçта кайăп вара?» - кăсăкланнă Руç пуçлăхĕ. «Шыва кĕрсе православи тĕнне йышăнсан тỹпери райра пулăн», - хуравланă лешĕ. Çак калаçу 986-мĕш çул тĕлнелле пулнă. Вăл вăхăтра Владимир кнеç тĕне йышăнасси пирки тарăннăн шутланă, çав вăхăтрах тăхтаса тăнă. Константинопольтен килнĕ Грек-философ Руç кнеçне Адамран пуçласа Иисус таранах калакан сăваплă историе каласа панă. «Турă пĕррехинче тỹперен анса чĕррисене те, вилнисене те суд тăвĕ, - тенĕ Грек- филисоф. - Кашниех, ĕçĕсем тăрăх, хăйне тивĕçлине илĕ. Тĕрĕс пурнăçпа пурăнакансем, Турра юрăхлă ырă ĕçсем тăвакансем Тỹпери ырлăхра пулĕç, çылăхлисем вара ĕмĕр-ĕмĕр тамăкра асапланĕç». Кун хыççăн Владимир тарăн шухăша кайнă. Вăл Православи тĕнне йышăнасси патне çывхарнăçемĕн çывхарса пынă. Вăл Константинополе хăйĕн чи çывăх çыннисене янă, вĕсене Православи тĕнĕ пирки питĕ тĕплĕн пĕлсе килме хушнă. Киев çыннисем çветтуй София чиркĕвĕнче пулса литурги службин тарăнлăхĕнчен тата илемлĕхĕнчен тĕлĕннипех тĕлĕннĕ. Вĕсем кĕлĕре чун канăçлăхне илнĕ. «Эпир хамăра тỹпене çĕкленнĕ пекех туйрăмăр», - тенĕ Константинопольтен таврăннă çынсем. Кун хыççăн Православи тĕнне йышăнасси пирки аслă кнеçре нимле иккĕленỹ те пулман. 988-мĕш çулхи январĕн 6-мĕшĕнче Киев Руçĕнче ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă сăваплă событи пулса иртнĕ - Владимир кнеç шыва кĕрсе Православи тĕнне йышăннă. Киева кун хыççăн, Руç пуçлăхĕ Владимир чĕннипе, Грецирен священниксем килнĕ. Аслă кнеç хушнипе чи малтан унăн çывăх çыннисене, кайран Киевра, Новгородра, ытти хуласемпе ялсенче пурăнакансене тĕне кĕртнĕ. Чылайăшĕ Православи тĕнне йышăнма хатĕр пулнă ĕнтĕ. Тĕне кĕме çынсене Руç пуçлăхĕн ырă тĕслĕхĕ те хавхалантарса тăнă. Православи тĕнне йышăнакансен йышĕ çулран-çул пысăкланса пынă. Пирĕн тăрăхра пурăнакан чăвашсемпе ирçесен авалхи йăх-несĕлĕсем те вырăссен тĕнне илнĕ. Тĕне кĕнĕ хыççăн кнеç хăй те пĕтĕм чун-чĕрипе ырă еннелле улшăннă. Владимирăн ырă кăмăлĕ пирки калаçасси Руçри халăхсен йăхран-йăха куçса пынă. Кнеç çуртĕнче хуть кам та апат-çимĕç, кĕпе-тумтир, укçа пулăшăвĕ илме пултарнă. Ку кăна та мар - вăй-халсăр ватăсем тата чирлисем патне ятарлă çынсем парнесем валеçсе çỹренĕ. Руç Православи тĕнне йышăннăранпа çĕршывра культурăпа вĕрентỹ ĕçĕ, кĕнекесем пичетлесси, халăха чунпа илемлĕ, ырă кăмăллă пулма вĕрентекен чиркỹсем тăвасси анлăран та анлăрах сарăлма пуçланă. Мускав Руçĕнче Владимир кнеç чи сăваплă çветтуйсенчен пĕри шутланнă. Вăл халĕ те – апостолсемпе тан çветтуй. Мускавăн тата пĕтĕм Раççейĕн Патриархĕ Кирилл пилленипе Раççейри хуласенчи тата Белоруçри чиркỹсене Владимир çветтуйăн çĕрмен ỹтне (мощи) çитерме йышăннă. Çак сăваплă акци кăçал май уйăхĕнче пуçланнă, вăл декабрьчченех пырать. Раççейре çак святыньăна 45 хулара кăтартма палăртнă. Августăн 16-мĕшĕнче Владимир çветтуйăн çĕрмен ỹтне Çĕнĕ Шупашкарти чиркĕве илсе çитереççĕ. Владимир çветтуй ячĕллĕ чиркỹре çак святыня августăн 19-мĕшĕччен пулать. Районти православи тĕнĕллĕ çынсем çак тапхăрта Çĕнĕ Шупашкарти чиркĕве çитме, апостолсемпе тан çветтуйăн çĕрмен ỹчĕ умĕнче пуç тайма, унран сăваплăх илме пултараççĕ. Кăмăл тăвакансен августăн 23-26-мĕшĕсенче Ульяновскри чиркỹре те Владимир çветтуйăн çĕрмен ỹчĕ умĕнче пуç тайма пулать.

НИКОЛАЙ ПРОТОИЕРЕЙ,

Улатăр епархийĕн Шăмăршă районĕнчи благочиннăйĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика