Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян Шăмăршăра Ульяновск облаçĕн Чăваш Енри Кунĕ иртет. Ырă сунса кĕтсе илетпĕр сире, хаклă хăнасем!

19 августа 2015 г.

Туслăх уявĕ Шăмăршă çумĕнчи ипподромра кăнтăрла 11 сехетре пуçланать. Сире Ульяновск облаçĕнчи тата Чăваш Енри чи чаплă артистсемпе фольклор ушкăнĕсем савăнăç парнелĕç; эсир урхамахсен ăмăртăвне пăхса тата кĕрешекенсене хавхалантарса кăмăлăра çĕклĕр; суту-илỹ ярмăрккинче хăвăра килĕшекен тавар туянса çемйĕрсене савăнтарăр. Пурте - туслăх уявне, тăванăмăрсем! Юрăпа та ташăпа савăнар-ха уявра! Урхамахсем ăмăртчĕр, паттăр çынсем кĕрешчĕр! Пĕлсе тăма: район çыннисене ипподрома çити Раççей Перекет банкĕн çурчĕ умĕнчен автобуспа турттараççĕ.

ОРГКОМИТЕТ.

Шупашкартан - Чĕмпĕре,

Чĕмпĕртен - Шупашкара.

Ярăнса çỹре-çỹре

Тус нумай тупрăм вара.

Вырăссемпе чăвашсем,

Тутарсемпе ирçесем,

Манăн çывăх тусăмсем,

Манăн хаклă тăвансем!

Павел ПАДИАРОВ.

Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика