19 августа 2015 г.
ТУНТИКУН Раççей Федерацийĕн массăллă коммуникаципе çыхăну министрĕн çумĕ Алексей Волин Чăваш Енри республика, хула тата район хаçачĕсен ертỹçисемпе, влаç органĕсен пресс-секретарĕсемпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Тĕлпулура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов Чăваш Енри Наци телерадиокомпанийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, район хаçачĕсен тиражне упраса хăварас тĕлĕшпе пухнă опытпа, министерство çамрăк та пултаруллă журналистсене ĕçе явăçтарас енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă. Чăваш Республикинче ача-пăча литератури пичетлесе кăларас тĕлĕшпе лайăх ĕçленине Алексей Волин чунтан мухтанă. Çавăн пекех Алексей Константинович подписка ыйтăвĕпе тухăçлă ĕçленине те палăртнă, район хаçачĕсене патшалăх енчен пулăшмалли критерисене асăннă.Канашлура çавăн пекех Наци телевиденийĕн передачисене республика территорийĕнче кăтартассин анлăшне сарас, пичет продукцине сутакан киосксен шутне ỹстерес, кадрсем дефицитне татса парас ыйтусене те сỹтсе явнă.
(Хамăр корр.).