19 августа 2015 г.
Юлташăм чуна хумхантаракан çакăн пек истори каласа пачĕ. Телефон аппарачĕсем юсакан пункта карчăкпа старик пынă иккен. Вĕсем маçтăртан кĕсье телефонне юсама ыйтнă.- Аппарат йĕркеллех,- тенĕ телефона тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн маçтăр. - Хуть те ăçта та шăнкăравлама пултаратăр!Çакна илтсен карчăк йĕрсе янă:- Ачасем çулталăкĕпех шăнкăравламаççĕ-çке, эпир телефон çĕмĕрĕлнĕ тесе шутларăмăр...Старикăн куçĕсем те шывланнă. Çуратса-юратса ỹстернĕ пилĕк ачинчен пĕри те ашшĕпе амăшĕ патне шăнкăравлама вăхăт тупайманни ватăсен чĕрисене хытă ыраттарнă. Мăнукĕсем те кукашшĕпе кукамăшĕн, аслашшĕпе асламăшĕн телефон номерне пĕлеççĕ вĕт-ха, вĕсем те ватăсене манчĕç-ши? Эх, пурнăç... Ăçта кăна илсе çитерĕ санăн пăрăнăçу? Пĕр-пĕрне хисеплеме, ырă сунма, йывăр чухне хĕрхенсе пулăшма манса пыни çитмест, хамăра пурнăç панă çынсенчен те ютшăнма тытăнтăмăр. Аттепе аннен, кукаçипе кукамайăн, асаттепе асаннен çуралнă кунĕсене те асра тытмастпăр. Вĕсем вара манман, хăйсен пĕчĕк пенсийĕнчен çамрăксен телефонĕсем çине укçа хурсах тăраççĕ. Ытти майпа та пулăшаççĕ. Вăй çитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ, çĕрулми, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Нумай кирлĕ-и ватăсене? Хăйсемпе пĕрле шăтăка илсе кĕмеççĕ вĕт, пурте - ачисемпе мăнукĕсем валли. «Радиопа «Кукамипе кукаçи пĕлĕм пĕçереççĕ...» тесе юрланине илтетĕп те, шухăша путатăп, - чунне уçса калаçрĕ юлташăм. - Анне пĕçернĕ çăкăрпа кăпăшка пĕлĕм тутине те манса пыратпăр вĕт. Çамрăксем çăкăр пĕçерме те пĕлмеççĕ. Çаплах çĕвĕ çĕлеме те, сăра тума та, кукăль пĕçерме те пултараймаççĕ. Кукамайсемпе асаннесем пурнăçран уйрăлса кайсан, тăван ял та пушанса юласран хăратăп...»
Ив.САЛАНДАЕВ.