19 августа 2015 г.
Мария Матвеевна Лукьянова (хĕр чухнехи хушамачĕ Тарасова) 1925 çулхи августăн 19-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Ялти шкулăн 4 класне пĕтерсенех аслисемпе пĕрле колхозра ĕçлеме пуçланă. Мирлĕ пурнăçа сасартăк хăрушă вăрçă татать: арçынсене фронта илсен ялти мĕнпур йывăр ĕç хĕрарăмсемпе хĕрсем тата стариксемпе ачасем çине тиеннĕ. Вăйпитти хĕрсемпе пĕрле Марье Улатăр çывăхĕнче окоп чавнă çĕрте тăрăшать, шăн çĕре вăйран кайичченех лумпа такканине паян кун та куççуль витĕр аса илет. Пуринчен ытла выçлăх асап-лантарнă: какайсăр шĕвĕ яшка çинипе нумай вăй кĕрĕ-и? Çăкăрне те тутанмалăх çеç панă-çке. Окоп чавса яла таврăнсанах вăрман касма илсе каяççĕ. Вăрман каснă хыççăн Марье сухăр юхтарнă çĕрте тар тăкать. Ăçтан кăна чăтса ирттернĕ-ши çакăн чухлĕ йывăрлăха черченкĕ чăваш хĕрĕ? Çĕнтерỹ! Çак чаплă хыпар нушаллă чăваш ялне те çиçĕмле хăвăртлăхпа çитет. «Тинех ырă пурнăç пуçланĕ», - тесе ĕмĕтленнĕ Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми ĕçленĕ Марьепе тантăшĕсем.1946 çулхи декабрьте Марье фронтран кăкăр тулли медальпе таврăннă Ярăслав йĕкĕчĕпе Иван Лукьяновпа паллашать. Часах туй та кĕрлеттереççĕ. Иван киномеханикра ĕçлет, Марье колхоз ĕçне пĕр кун юлми хутшăнать. Телейлĕ çемьере 5 ывăлпа 3 хĕр çуралать. Иван Максимовичпа Мария Матвеевна ачисене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн, чăн малтан ĕçе юратма вĕрентессишĕн нумай вăй хунă. Мăшăрĕ йывăр чирлесе 2001 çулта çĕре кĕрет. Кăçал вара 46 çула çитнĕ Игорь ывăлĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Амăшĕн чăтмалла вĕт, йывăр хуйха парăнмасăр ачисемпе мăнукĕсене юратса пурăнмалла. 90 çул тултарать паян тыл тата ĕç ветеранĕ Мария Лукьянова. Çулĕсем нумай пулин те, сывлăхпа çỹрет-ха. Район хаçатне кăмăлласах вулать, пурнăçпа тан пыма тăрăшать. Выльăх пăхать, картиш шăлать, мăнукĕсемпе вĕсен ачисене пăхса ỹстерет.Тĕп килте вăтам ывăлĕпе Петьăпа тата кинĕпе Ленăпа килĕштерсе пурăнаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем тăтăш килсе çỹреççĕ, Марье аппана савăнтарса хăвараççĕ. Марье аппа 15 мăнукĕпе тата мăнукĕсен 16 ачипе савăнать, Лукьяновсен хисеплĕ йăхĕ малалла тăсăлнишĕн хĕпĕртет. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр сана, хаклă Мария Матвеевна! Сан пек çирĕп çынсем çамрăксене те пурăнма хавхалантараççĕ, санран тĕслĕх илсе вĕсем пурнăçа юратма вĕренеççĕ.
И.АНАТКАС.
Ярăслав ялĕ.