22 августа 2015 г.
Чăваш халăхĕн пысăк пайĕ республика тулашĕнче тĕпленсе пурăнать, пирĕн йăхташăмăрсем Чăваш Ене çитсе курма ĕмĕтленеççĕ, çитсе кураççĕ те. Çак ĕçе йĕркелес тĕлĕшпе патшалăх органĕсем те нумай вăй хураççĕ, культура, вĕренỹ тата ытти тытăмрисем валли килĕшỹсем тăваççĕ, пĕр-пĕрин патне тухса çỹреме тивĕçлĕ условисем йĕркелеççĕ. Çак енĕпе Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕ хушшинчи хутшăнусене уйрăмах палăртмалла. Тĕрĕссипе, çак çыхăнусен тымарĕ питĕ тарăн, 1868 çулта чăвашсене çутта кăлараканĕ Иван Яковлев Чĕмпĕрте чăваш шкулĕ уçнă хыççăн асăннă хула пирĕншĕн тата çывăхланнă. Икĕ регион хушшинчи туслăх паян та çирĕпленсе пырать. Августăн 19-мĕшĕнчи пулăм - Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн Туслăх уявĕ - çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. Туслăх праçникĕ пирĕн районта иртрĕ. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ çывăхĕнче сумлă хăнасене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шăмăршă район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев, официаллă ытти çынсем кĕтсе илчĕç.
ШĂМĂРШĂРИ Ленин урамĕнчи 54 В çурт таçтанах илемлĕн курăнать. Виçĕ хутлă купаланă, хĕрлĕ-хăмăр профнастилпа витнĕ çĕнĕ çурт - 24 хваттерлĕскер. «Строитель Плюс» ООО ĕçченĕсем ку объекта Чăваш Республикинче вырнаçнă аварилле çуртсенчен граждансене 2013-2017 çулсенче çĕнĕ хваттерсене куçарма палăртнă тĕллевлĕ республика программипе килĕшỹллĕн тунă. Çуртăн территорийĕ те тирпейлĕ: умне асфальт сарнă, йĕри-таврашне йывăç карта тытса çаврăннă. Августăн 19-мĕшĕнче, 10 сехет те 30 минут тĕлне асăннă çурт умне халăх йышлă пухăнчĕ, кунта районти ял тăрăхĕсенчен те нумайăн килчĕç. Хаклă хăнасене кĕтнĕ вăхăтра, пухăннисен кăмăлне çĕклесе, Шăмăршă вăтам шкулĕн кăтартуллă «Фламинго» ташă ансамблĕ «Калинка», саккăрмĕшсен кадет класĕ «Вальс» ташăсене килĕшỹллĕ ташласа пачĕç. ...Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева, ЧР Патшалăх Канашĕн председательне Юрий Попова, район администрацийĕн пуçлăхне Валерий Фадеева, Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрне Сергей Морозова, çак облаçри Саккунсем йышăнакан Пухăвăн председательне Анатолий Бакаева, влаç органĕсенче тăрăшакан ытти çынсене халăх хыттăн алă çупса кĕтсе илчĕ. 24 хваттерлĕ çурта хута янă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев уçрĕ. Пухăннă халăха, хаклă хăнасене Чăваш Енĕн тата Ульяновск облаçĕн Туслăх кунĕпе саламланă хыççăн Валерий Петрович çак уяв çĕнĕ объектсем хута кайнипе те палăрса юлнине палăртрĕ. Республикăри ятарлă программăпа килĕшỹллĕн, аварилле çуртсенчен Шăмăршăри 21 çемье Ленин урамĕнчи 54 В çурта пурăнма куçни - районшăн ырă пулăм. Программăна пурнăçа кĕртме пуçланăранпа 40 çемье хăтлă хваттерсене пурăнма куçнă. Нушаллисем валли сентябрьте тата тепĕр çурт хута кайĕ. «Республикăна, çав шутра аякри районсене малалла аталанма пулăшнăшăн сире, хисеплĕ Михаил Васильевич, район çыннисен ятĕнчен чĕререн тав тăвас килет», - терĕ В.Фадеев. «Шăмăршăра эпир тирпейлĕх хуçаланнине, илемлĕ çуртсене, ырă кăмăллă çынсене куртăмăр, - терĕ Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ С.Морозов. - Чăваш Республикин Правительстви халăхпа пĕр командăра пулни сисĕнет. Экономикăпа социаллă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе эпир сирĕн республикăн опытне тĕпчесе хамăр валли илĕпĕр». Çынсене пулăшма, вĕсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса пама, ырă опыта сарма, регионсем хушшинчи туслăха çирĕплетме тăрăшнăшăн кĕпĕрнаттăр М.Игнатьева чĕререн тав турĕ. Облаç делегацине ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн вăл шăмăршăсене те тав сăмахĕсем каларĕ. Кун хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев сăмах илчĕ. Михаил Васильевич граждансене аварилле çуртсенчен куçармалли республика программин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленни пирки каларĕ. Ăна пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсен 13200 çын хваттерлĕ пулĕ, çак тĕллевпе пурĕ 5 миллиард тенкĕ расхутлама палăртнă. Çĕршыв экономикинчи çăмăлах мар лару-тăрăва пăхмасăр, граждансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли ытти программăсем те пурнăçланса пыраççĕ. Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕнче 1868 çултанпах, И.Яковлев Чĕмпĕрте чăваш шкулне уçнăранпах, экономикăпа культура çыхăнăвĕсем йĕркеленнине, Аслă просветительвырăссемпе, Раççейри ытти халăхсемпе туслă пурăнма хушса хăварнине те асăнчĕ М.Игнатьев. Чăваш Ен ĕлĕкрех Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнине те асра тытмалла.Малалла вара Михаил Васильевич çĕнĕ çурта куçакансене хваттер уççисем парса савăнтарчĕ. 16-мĕш хваттер хуçи В.Востоков хаклă хăнасене хăйĕн çемйин хваттерне кĕрсе курма сĕнчĕ. Хăнасем çĕнĕ хваттерпе кăмăллă юлчĕç.«Пирĕн çемьере икĕ ывăл çитĕнет, - терĕ кил хуçин мăшăрĕ Елена Востокова. - Пире тỹлевсĕрех хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕшĕн эпир Михаил Игнатьева тата район администрацийĕн ертỹçисене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр ». Асăннă программăпа хваттер илнĕ Эльвира Егорова та вĕсене тав сăмахĕсем каларĕ. Çак кунах Шăмăршăра районти халăха социаллă пулăшу паракан центр уçăлчĕ. Ку çуртрах - пĕччен ватăсем пурăнмалли стационар уйрăмĕ. Икĕ хутлă çĕнĕ çурт хута кайнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă пухăва - кунта та халăх йышлă пулчĕ - Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М. Игнатьев, Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ С.Морозов, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци членĕ В.Николаев, Ульяновск облаçĕн саккунсем йышăнакан Пухăвĕн Председателĕ А.Бакаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.Самойлова, Ульяновск облаçĕн ĕçпе социаллă тивĕçтерĕвĕн Тĕп управленийĕн начальникĕ Е.Сморода, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев хутшăнчĕç. Хаклă хăнасене тата район çыннисене Туслăх уявĕ ячĕпе саламланă хыççăн М.Игнатьев Шăмăршăра илемлĕ çĕнĕ объект çĕкленни, ăна патшалăхăн Социаллă программипе тата Раççейĕн Пенси фончĕ хутшăннипе туни пирки пĕлтерчĕ. Çак строительствăра 42 миллион тенкĕ расхутланă. Центрти хăтлă условисенче пирĕн хисеплĕ ветерансем тата ытларах пурăнма пултарнине те асăнса хăварчĕ Михаил Васильевич. «Эпир ветерансемпе ватăсем умĕнчи тивĕçе туллин пурнăçласа пыратпăр, - терĕ вăл. - 2015 çулта вĕсене социаллă пулăшу пама республика тата федераллă бюджетсенчен 786 миллион тенкĕ уйăрнă». С.Морозов çакнашкал мероприятие хутшăнма хавас пулнине, облаçра социаллă объектсем тума лайăх практика илме май пуррине асăнчĕ.- Эпĕ Михаил Игнатьев Раççей регионĕсен ертỹçисен йышĕнче чи хисеплисенчен пĕри тесе шутлатăп, - терĕ Сергей Иванович. - Республикăн малашлăхĕ пысăк, эпир Чăваш Енпе килĕштерсе ĕçлеме яланах хатĕр. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем ватăсем пурăнакан хăтлă пỹлĕмсене, кабинетсене кĕрсе курчĕç, ватăсемпе калаçрĕç. «Хамăра çакăн пек лайăх пурăнма условисем туса панăшăн эпир Михаил Игнатьева тата района ертсе пыракансене пĕтĕм чунтан тав тăватпăр », - терĕç кунта пурăнакан Т.Трофимовапа (Анат Чаткас) Г.Кузьмина (Энтĕрьел) пенсионеркăсем. Уява пухăннă халăха тата хаклă хăнасене Пуянкассинчи "Аххаяс" халăх фольклор коллективĕ илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
И.МЕДВЕДЕВ.
х х х
ШĂМĂРШĂ çумĕнчи ипподрома Раççейĕн яллă районĕ-сенчи чи лайăххи тесе ахальтен каламан пулĕ. Кунта çĕршыв тата республика шайĕллĕ ăмăртусем ирттерме условисем çителĕклĕ: чупмалли çул та, трибунăсем те, ем-ешĕл çерем те кăмăла çĕклеççĕ.Ипподрома эпир ирпе 9 сехет тĕлнех çитрĕмĕр пулин те, пиртен маларах пынисем те пур иккен. Акă, Патăрьелпе Канаш районĕсенчен килнĕ автомашинăсем çинчен урхамахсене антараççĕ. Вĕсем хыççăнах Ульяновск облаçĕн автомашинисем те çитрĕç. Республикăн кашни районĕнченех килнĕ суту-илỹ ĕçченĕсем палаткăсем вырнаçтараççĕ. Акă тата чун-чĕрене çĕклесе чăваш юрри янăраса кайрĕ:Тăвансемĕр тав сире, Сума сунăшăн пире...Шупашкар районĕнчи Шуркка ялĕнчен килнĕ артистсем иккен. Халăх ансамблĕн ертỹçипе Николай Сусаринпа калаçатăп. - Пирĕн ансамбль «Туслăх» ятлă, - пĕлтерчĕ Николай Сергеевич. - Тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен 18 çынна пĕрлештерет вăл, пенсионеркăсем те пур. Темиçе хутчен те лауреат ятне тивĕçрĕмĕр. Шурккасем пĕчĕк выставка та йĕркеленĕ. Халăх ăстаçи Елена Гурьева йывăçран тата хăваран илемлĕ хатĕрленĕ япаласене савăнсах кăтартрĕ.Комсомольски районĕнчи «Каçал» халăх фольклорĕн ансамблĕ (ертỹçи - Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Павлов) йышпа чи пысăккисенчен пĕри - 28 çынран тăрать. Ансамблĕн хисепĕ те пысăк: хамăр çĕршыври тĕрлĕ хуласемпе регионсемсĕр пуçне Турцире те икĕ хутчен пулнă. Францие кайма ĕмĕтленеççĕ. Кирлĕ документсем хатĕрлеме пуçланă ĕнтĕ. Хамăн тахçанхи тусăма - Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумне Анатолий Узикова - таçтанах асăрхарăм. Хăй те тĕлпулушăн хытă савăнчĕ. Анатолий Александровичăн мăшăрĕ - манăн тăван ялти кỹршĕ хĕрĕ. Узиковсем пирĕншĕн тăван пекех. - Туслăх уявне Шăмăршăра йĕркелени - çав тери лайăх, - пысăк савăнăçне пытармарĕ Анатолий Александрович. - Виçĕ фольклор ушкăнĕпе çичĕ суту-илỹ точки илсе килтĕмĕр. Спортсменсем те йышлă. Килес текенсем тата та пурччĕ, анчах виçине пĕлес пулать.Çывăх тăвансемпе - Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинăри «Шанăç» фольклор ансамблĕн ертỹçипе Валентина Музыкантова-Тараватпа, чăваш эстрадин çăлтăрĕпе Ирина Музыкантовапа курса калаçни те чуна ăшăтрĕ. Çанталăкĕ кĕркуннехи пек сивĕ те çумăрлă пулнине пăхмасăр, туссемпе пĕрле чухне кăмăл-туйăм тỹпене çити çĕкленет, тĕксĕм пĕлĕтсем хушшине пытаннă çутă хĕвел шевли евĕр чунсене ачашлать... Етĕрне районĕнчи Ачакри «Вирьял» фольклор ансамблĕн ертỹçи, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лев Иванов кăçал К.В.Иванов çуралнă яла Слакпуçне кайса курни çинчен чунтан хавхаланса каласа пачĕ.- Слакпуç чăвашĕсен юррисене те çырса илтĕмĕр, - терĕ вăл. - Хăшне-пĕрне хамăр репертуара та кĕртрĕмĕр. Паянхи уявра пĕр юррине халăх патне çитересшĕн. Пулăç пулăçа аякранах курать, тенĕ пек, паллă журналистсемпе - «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕпе Валери Туркайпа тата Ульяновск облаçĕнчи чăвашсем валли хатĕрлекен «Еткер» телепередача ертỹçипе Олег Мустаевпа чунтан хавхаланса калаçрăмăр. Олег Ульяновск облаçĕн Чăваш Енри Кунне çав тери пысăк уяв пек йĕркеленине «тĕлĕнсе каймалла чаплă ĕç» тесе хакларĕ
....ТЕМ АНЛĂШ çерем çине йĕркипех Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕнчи ял тăрăхĕсен хăна çурчĕсене лартса тухнă. Чăваш, тутар, вырăс халăхĕсен - ĕмĕр-ĕмĕр туслăн та килĕштерсе пурăнакан халăхсен культури, ал ĕç ăсталăхĕ, йăли-йĕрки яр уççăн куç умне тухса тăрать.Çерем çинчех - тĕрлĕрен аттракционсем, карусель, ача-пăча чукун çулĕ...Ача-пăчашăн пысăк савăнăç мар-и?ИППОДРОМРА вырнаçтарнă пысăк сцена çине хаклă хăнасем - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, РФ Спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков хăпарнине уява пуçтарăннă çĕр-çĕр çын тăвăллăн алă çупса саламларĕ. Чуна хумхантарса Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕн Гимнĕсем янăрарĕç. - Хаклă ентешĕмсем, тăвансем, Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕн ытарайми çыннисем! Сире паянхи Туслăх уявĕпе саламланă май пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу тата юрату сунатăп! - яланхи пекех уççăн та хавхаланса саламларĕ уява килнисене Михаил Игнатьев. Михаил Васильевич икĕ регион хушшинчи экономика тата культура çыхăнăвĕсем анлăланса пынине, çакăн пек уявсем пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха тата та çирĕплетме пулăшнине тулли кăмăлпа палăртрĕ.Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов та Чăваш Республики чи çывăх та чи шанчăклă тус пулнине палăртсах каларĕ. Чĕмпĕрсене çакăн пек пысăк чыс-хисеп туса кĕтсе илнĕшĕн, çăкăр-тăваршăн чĕререн тав турĕ. - Эпĕ Михаил Игнатьев Раççей регионĕсен ертỹçисен йышĕнче чи хисеплисенчен пĕри тесе шутлатăп, - терĕ Сергей Иванович. - Республикăн малашлăхĕ пысăк, эпир Чăваш Енпе килĕштерсе ĕçлеме яланах хатĕр....Уяв сцени çинчен юрă хыççăн юрă янăрарĕ, Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи чи маттур илемлĕ пултарулăх коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Чăн-чăн талантсемшĕн çумăр та чăрмав мар - илемлĕ юрăсем таçта инçете юхса саланчĕç...УЯВ программипе килĕшỹллĕн, Шăмăршăри Культура Керменĕнче «Чувашско- Симбирское экономическое и поликультурное пространство: итоги и перспективы» темăпа «çавра сĕтел» йĕркелерĕç. «Çавра сĕтел» хушшинчи уçă калаçăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Михаил Игнатьевпа Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, регионсенчи ĕç тăвакан тата саккунсем кăларакан влаçсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Михаил Игнатьев Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕ географи тĕлĕшĕнчен çеç мар, ăс-тăн пуянлăхĕпе те çывăх пулнине палăртрĕ. Хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковлев ертсе пынă Чĕмпĕрти Чăваш шкулĕ пин-пин чăваша çутта тухма пулăшнă. Çак шкулта чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов та вĕреннĕ.Сергей Морозов та Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕн историйĕпе культури никам уйăрайми пĕрлĕхлĕ пулнине каласа хăварчĕ. Паянхи Туслăх уявĕ Раççейĕн Атăлçи федераци округĕнчи регионсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ.«Çавра сĕтел» хушшинчи тĕлпулу вăхăтĕнче Ульяновск облаçĕн Правительствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2016-2017 çулсенче суту-илỹпе экономика, наукăпа техника, социаллă пурнăçпа культура çыхăнăвĕсене çирĕплетесси çинчен калакан Килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç.
И.САЛАНДАЕВ.
х х х
ИППОДРОМРА юрă-кĕвĕ шăраннă, хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем пушмак тĕпĕнчен хĕлхем кăларса ташланă вăхăтра спорт ăмăртăвĕсем те пычĕç: ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Чĕмпĕр облаçĕпе Чăваш Ен спортсменĕсем кам вăйлăрах пулнине кăтартса парассишĕн тупăшрĕç. Спорт тени çапла вăл: никам та парăнасшăн мар - çĕнтерỹшĕн юлашки вăйне парать. 60 килограма çитичченхи виçере Шăмăршăри Михаил Попов чи вăйли пулчĕ. 66 килограма çитичченхи виçере вара Чĕмпĕр спортсменĕ Павел Федоров пурне те парăнтарма пултарчĕ. 75 килограма çитичченхи виçере кĕрешекенсен ăмăртăвĕ те çивĕч иртрĕ. Ку енĕпе Чĕмпĕр облаçĕнчи Динар Мухаметзянов чи вăйли пулчĕ. 84 килограма çитичченхи виçери кĕрешỹçĕсем хушшинче вара Патăрьелĕнчи Федор Моисеев хăй пуринчен те вăйлăрах пулнине кăтартса пачĕ. Альберт Михтафов та (96 килограма çитиччен, Чĕмпĕр) - пĕрремĕш. Пуринчен ытларах çынсем лашасен ăмăртăвне кĕтрĕç. Урхамахсем вара хăйсене старт парасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç темелле. Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ пулнă В.И.Максимов ячĕпе иртнĕ турнирта Патăрьелĕнчи А.Красновăн Çĕнтерỹçи, çак районтанах килнĕ А.Шмуллинăн Спартакĕ тата А.Каргин тытса пынă Полина финиша пĕрремĕш-виççĕмĕш вирхĕнсе çитрĕç. - Халĕччен çакнашкал ăмăртусене курма тивменччĕ, - хăйсен савăнăçне пытараймарĕç Пăрачкав районĕнчен килнисем. Юлашкинчен делегаци ертỹçи Е.Карпова çапла каларĕ:- Эх, çакнашкал уявсене пирĕн патăмăрта та йĕркелесчĕ...Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Тен, пыра-киле, эпир те - шăмăршăсем - Сăр тăрăхĕнче савăнăпăр.
Вл.МИХАЙЛОВ.
Сăнỹкерчĕксем - Т.Федотован, А.Ларшникован тата И.Саландаев