26 августа 2015 г.
Хак çулталăк вăхăтне, тавар нумаййине е сахаллине кура тата тĕрлĕ сăлтава пула вĕçĕмех улшăнать. Çуркуннепе çу пуçламăшĕнче пахчаçимĕçпе улма-çырла, сахăр, хăшпĕр тавар хакланнине çынсем хăнăхрĕç ĕнтĕ. Август-сентябрь уйăхĕсенче сентресем çĕнĕ тухăçпа тулаççĕ. Çывăх вăхăтра лавккара е пасарта хак епле йĕркеленĕ? Ыйту халăха çеç мар, ЧР Правительствин АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, мониторинг ирттерекен, потребитель рынокĕнче хаксем улшăннине сăнаса тăракан комисси членĕсене те кăсăклантарать. Çак кунсенче Правительство çуртĕнче вĕсем Иван Моторин премьер-министр ертсе пынă ларăва хутшăнчĕç. Иван Борисович 2014 çулпа танлаштарсан хаксем улшăнса тăнине палăртрĕ. Потребитель рынокĕнче ялхуçалăх продукцийĕн тата апат-çимĕç хакĕсем мĕнлерех йĕркеленни çинчен экономика, промышленноçпа суту-илỹ тата ялхуçалăх министрĕсем Владимир Аврелькинпа Сергей Павлов, Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов доклад турĕç. Владимир Аврелькин юлашки уйăхра халăх туяннă таварсен хакĕсене тишкерчĕ. Июльте сахăр, пылак шыв, тăвар, аш-какай, мотор топливи, çыру хатĕрĕ, страхлас ĕç, чикĕ леш ен туризмĕ, коммуналлă тỹлев хакланнă. Çав вăхăтрах чăх çăмарти, пахчаçимĕçпе улма-çырла, сыр, çăнăх, хут, çыхăну хатĕрĕ йỹнелнĕ. - Унччен чикĕ леш енчен туяннă тавара халĕ хамăр патăмăрта хатĕрлес ĕç аталансах пырать. Пире скумбрипе малашне - Мурманск, Инçет Хĕвелтухăç, цитрус çимĕçĕсемпе Раççейĕн кăнтăрти регионĕсем тивĕçтерĕç. Кăркăсстан таможня союзне кĕни те пĕлтерĕшлĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем çине тăрсах тырпул, çĕрулми, пахчаçимĕç пухса кĕртеççĕ. Хĕлле лавкка сентрисем çимĕçрен ан татăлччăр тесе саппас хывма ЧР Апат-çимĕç фончĕпе килĕшỹсем тăваççĕ, - терĕ Владимир Александрович. Сергей Павлов ведомство мониторингĕ епле иртни çинче чарăнса тăчĕ. Ялхуçалăх таварĕ туса илекенсем август уйăхĕнче 1 кг çĕрулмине - 9 (пĕлтĕрхинчен16,7 % хаклăрах), кишĕре - 15,7 (45,5%), купăстана - 6,5 (29 %), пуçлă сухана 14 (47,3%) тенкĕлле сутаççĕ. Ĕççи вăй илсе пынăçемĕн çĕрулмипе пахчаçимĕçе уйрамах вырнаçтарма тытăнсан хак чакасса систерчĕ.- Кăçал минерал удобренийĕ - 1,5, ỹсентăрана хỹтĕ-лекен хатĕр - 2 хут, сĕрмелли-çунтармалли материал 7 % ỹснĕ. Çавăнпа та тыррăн хăйхаклăхĕ 20% хăпарнă. Çăнăх хакланасси иккĕлентермест. Çав вăхăтрах унăн хакĕ май уйăхĕнчен пуçласа улшăнман. РФ Ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - кăçал Раççейре 100 млн тонна тырă пухса кĕртмелле. Кăтарту пĕлтĕрхинчен 5 % сахалрах. Чăваш Енре тĕштырă кăçал 2014 çулхинчен ытларах акнăран тырă пĕлтĕрхинчен кая пулмĕ (554 пин тонна), - терĕ Сергей Владимирович. Вячеслав Борисов хаксемпе çыхăннă виçĕ ĕçе пăхса тухнине пĕлтерчĕ. Монополипе кĕрешекен служба кашни çăхавах тĕплĕ пăхса тухнă, çитменлĕхсен сăлтавĕсене тĕпчесе уçăмлатнă. Докладсене сỹтсе явма «Чăвашçăкăрпродукчĕ» АО гендиректорĕн пĕрремĕш заместителĕ Александр Дмитриев, Шупашкарти «Вавилон » макарон-кондитер фирмăн гендиректорĕ Эдуард Захаров, «Çĕрулмине мухтав» агрофирма ертỹçи Хасиятулла Идиатуллин хутшăнчĕç.
(«Хыпар» хаçатран).