Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аса илетпĕр ырăпа кăна

26 августа 2015 г.

Аса илетпĕр ырăпа кăна

Аслăрах ăру çыннисем - колхозра-совхозра е ытти ялхуçалăх предприятийĕнче ĕçленисем - Валентин Алексеевич Агафонова лайăх астăваççĕ. Республикăри ялхуçалăх министрĕнче ĕçленĕ çулсенче те, каярахпа - РСФСР халăх депутачĕ пулнă чухне те Валентин Алексеевич Шăмăршă тăрăхĕнче час-часах пулатчĕ. «Хамăрăн депутат », - теттĕмĕр ун пирки, районшăн кăткăс ыйтусем сиксе тухсан пирĕн ертỹçĕсем Агафоновран пĕрре çеç мар пулăшу ыйтнă. «Сăмах патăн пулсан, пурнăçла!» - çакăн пек принципа çирĕп тытса пыратчĕ Валентин Алексеевич. Çулсемпе кĕперсем тума, ялсене газификацилеме, çĕнĕ техника туянма, фермăсене çĕнетме пулăшнисĕр пуçне, депутат ял çыннисене те харпăр-хăй ыйтăвне татса пама сахал мар пулăшнă. Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Район типографийĕнчи пĕртен-пĕр линотип (хаçат валли металран йĕркесем шăратса кăларакан машина) кивелсе çитсен, хаçата вăхăтра кăларса тăрас ĕçре хăрушлăх тухса тăчĕ. Мĕн тумалла? Шупашкартан пулăшу кĕтни те усăсăр. Вара журналистсем пĕрле канашласа Валентин Агафонов депутатран пулăшу ыйтма шутларăмăр. Мĕн тетĕр, пулăшрĕ вĕт! Заводран тин çеç тухнă вĕр-çĕнĕ линотип машина тупса панăшăн (Шăмăрша кỹрсех пачĕç вĕт!) нумай çул хушши депутата тав туса пурăнтăмăр. Валентин Алексеевич Агафонов 1935 çулхи августăн 24-мĕшĕнче хамăр республикăри Пăрачкав районне кĕрекен Антипинка ятлă вырăс ялĕнче çуралнă. Чăваш ялхуçалăх институтĕнчен, унтан Мускаври обществăлла наукăсен академийĕнчен вĕренсе тухнă. Партипе хуçалăх ĕçĕнче чылай хушă тăрăшнă. 1971-1975 çулсенче республикăри «Скотопромтрест» директорĕнче, ун хыççăн - 1979 çулта Чăваш АССР Министрсен Канашĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ пулма уйăрса лартиччен - ялхуçалăх министрĕнче ĕçленĕ. Пĕрлех Чăваш АССР агропромышленноç комплексĕн Канашне те ертсе пынă.1979-1991 çулсенче - Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ. 1990 çулта 890 номерлĕ Улатăр территори округĕнчи суйлавçăсем (çак округа Шăмăршă районĕ те кĕретчĕ) Валентин Агафонова РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма суйларĕç. 1993 çулхи март уйăхĕнче иртнĕ халăх депутачĕсен черетсĕр IX съездĕнче Валентин Алексеевича Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн Председателĕн заместителĕ пулма шаннă. 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчи суйлавра Валентин Агафонова Канаш округĕпе Раççей Патшалăх Думин депутатне суйларăмăр. 1995 çулхи октябрь уйăхĕнчи суйлавра та халăх Валентин Алексеевича Раççей Патшалăх Думин депутачĕ пулма шанчĕ. Канаш суйлав округĕпе 6 кандидат регистрациленнĕччĕ, суйлавçăсен 40,1 проценчĕ Агафоновшăн сасăларĕ. Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Лев Кураков 31,7 процент сасă пухса депутат мандатне илеймерĕ.Ăçта кăна ĕçлесен те, Валентин Алексеевич халăхшăн тăрăшнă тесе çирĕппĕнех калама пулать. Тăван çĕршыв ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе наградăланă. Чи пысăк чыс вара - халăх хисеплени, унăн ырă ĕçĕсене манманни. Ахальтен мар ĕнтĕ район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе Валентин Алексеевич Агафонова «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ » ят панă.Хальхи вăхăтра Валентин Алексеевич Мускавра пурăнать, Чăваш Ене çулталăкра пĕр хутчен те пулин килсе каятех. Шăмăршă районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕпе интересленсех тăрать, пирĕн çитĕнỹсемшĕн чĕререн савăнать. Çак кунсенче Валентин Алексеевич Агафонов çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев хăйĕн саламлă телеграмминче юбиляра юман пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă, унăн ырă ĕçĕсене Шăмăршăсем нихăçан та манмасси çинчен çирĕп шантарса каланă. Сăмахăма Валентин Алексеевич республикăри журналистсемпе тĕл пулнă чух каланă сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет (телее, блокнотра упранса юлнă):«Растите хлеб!Мы за него страдали,И долгими ночами на полях,Как мать над сыном,Мы над ним не спали,Растите хлеб - Историю страны.Растите хлеб -Грядущую опору. Дороже он, чем всех сокровищ горы, Он - наша жизнь, А жизни нет цены».

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика