Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹсĕрле руль умне ларсан…

26 августа 2015 г.

2015  çулхи январь-июль уйăхĕсенче район территорийĕнче 84 преступлени тунине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта – 60). Вĕсен шучĕ ỹсни хăшпĕр преступленисене кăçал ытларах тупса палăртнипе те çыхăннă. Сăмахран, кăçал 7 уйăхра коррупцилле 5 преступление (пĕлтĕр çак тапхăрта - 2), экономикăри 11 преступление (пĕлтĕр - 4), ултавпа çыхăннă 5 преступление (пĕлтĕр - 2) уçса панă. Обществăлла вырăнсенчи тата урамсенчи тỹнтерле ĕçсене те ытларах тăрă шыв çине кăларнă. Уйрăммăн илсен çынна хĕнесе пурăнасси (4 факт), вĕлерессипе хăратасси (5 факт), малтан преступлени тунă çынсем каллех кукăр çул çине тухасси, ỹсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем саккун йĕркине пăсасси ỹснĕ. Пĕлтĕр çынна хĕнесе вăтам шайри сурансем кỹнĕ, хурах пуснă (разбой) тĕслĕхсем пулманччĕ. Кăçал вара çакнашкал икшер преступление шута илнĕ. Çын çине алă çĕкленĕ, ют пурлăха вăрланă, саккуна пăсса килте хĕç-пăшал е патронсем упранă фактсем сахалтарах пулнă. Çынна юриех йывăр суранлассипе, хваттер çаратассипе, наркотиксем упрассипе çыхăннă тỹнтерле ĕçсен шучĕ пĕр шайрах юлнă – кунашкаллисене икшер факт регистрациленĕ. Кăçал преступленисен 93,5 процентне уçса панă. Çак кăтарту - республикăра чи лайăххисенчен пĕри. Июль уйăхĕсенчи хăшпĕр преступленисене илсен, кунта чи малтанах Хайпăла тата Шăмăршă çамрăкĕсем руль умне ỹсĕрле ларнине, вĕсем пирки РФ УКĕн 264.1 статйи тăрăх уголовлă ĕçсем пуçарнине палăртас килет. Вĕсене малтан руль умне ỹсĕрле ларнăшăн водитель прависĕр хăварнă пулнă ĕнтĕ, анчах та арçынсем йĕркене сĕмсĕррĕн пăсса, «çуттине» ỹпĕнтернĕ хыççăн автомашинăпа каллех çула тухнă. РФ УКĕн 264.1 статйи тăрăх - вăл 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ - халĕ 200 пинрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран штрафлама е 2 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Ỹсĕр водитель - преступникпа танах. Вăл хăйне те, ыттисене те пурнăçран уйăрма е йывăр суранлама пултарать. Августăн 2-мĕшĕнче Асанкассин 29 çулти ỹсĕр çамрăкĕ Шăмăршăра автомашинăпа харăсах 4 çын пурнăçне татни çăмăлттай ытти водительсемшĕн çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ. Пĕр çамрăк Шăмăршăра тепĕр çынна хĕнесе йывăр суранланă. Ун пирки, РФ УКĕн 118 статйин 1-мĕш пайне тĕпе хурса, уголовлă ĕç пуçарнă. Хăйсен аллисене ирĕке янăшăн та икĕ çамрăк пирки следстви тĕпчевĕ пырать. Вĕсем çынсене хĕнесе çăмăл сурансем кỹнĕ. Пĕр арçын вара, полицин административлă надзорĕнче тăнăскер, палăртнă йĕркесене пăхăнма шутламан. Халĕ ун пирки РФ Укĕн 314.1 статйин 2-мĕш пайĕ тăрăх уголовлă ĕç пуçланă. Саккун йĕркисене кашнийĕнех çирĕп пурнăçламалла. Вĕсемпе килĕшỹллĕ пурăнни çыншăн хăйĕншĕн те, обществăшăн та лайăх.

Р.ИДРИСОВ,

полици уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика