26 августа 2015 г.
Профилактика мероприятийĕсен комплексĕнче полицин участковăй уполномоченнăйĕсен тата çул çитменннисемпе ĕçлекен служби паллă вырăн йышăнать. Районта полицин 6 участковăй пункчĕ ĕçлет. Кăçал январь-июль уйăхĕнче участковăй уполномоченнăйсем граждансен 934 çырăвĕпе заявленине пăхса тухнă. Вĕсем тăрăх пуринпе те тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Çырусемпе заявленисене тĕпе хурса кăçал 16 уголовлă ĕç пуçарнă, миравай судья патне 49 материал, следовательсен службине 72 материал хатĕрлесе тăратнă. УУП тата ПДН подразделенийĕ 2015 çулта 7 уйăхра 33 преступление уçса панă (пĕлтĕр çак тапхăрта - 15). Участковăй уполномоченнăйсем 503 административлă протокол çырса хатĕрленĕ. Вĕсенчен 329-шĕ - граждансем обществăлла вырăнсенче ỹсĕр çỹренипе, 64-шĕ - хулиганла пĕчĕк ĕçсем тунипе, 23-шĕ - ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламаннипе, 6-шĕ - паспорт системин йĕркисене пăснипе, 5-шĕ - суту-илỹ правилисене пăснипе, 2-шĕ граждансен пысăках мар япалисене вăрласа кайнипе çыхăннă. Паллах, çак протоколсем тăрăх кирлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.Хальхи вăхăтра хăшпĕр граждансем хăйсен выльăх-чĕрлĕхне ирĕкре çỹретни питĕ пăшăрхантарать. Уйрăмах качакасен ушкăнĕсем уйрăм çынсен пахчисене тата ял хуçалăх предприятийĕсен, фермерсен уй-хирĕсене «атакăлани » тарăн шухăша ярать. Вĕсенчен кашнийĕнех хуçисем те пур вĕт-ха. Ялсен йĕри-таврашĕнче, çырмасен çывăхĕнче, варсенче, вăрман хĕрринче мекекексене кăкарса хумалли вырăнсем сахал-ши вара? Тĕлĕнмелле пулин те, теприсем вăкăрĕсемпе пăрăвĕсене те кунĕпех ирĕкре çỹретеççĕ. Кун пек чухне вĕсем çухаласси те инçех мар. Вăкăрсемпе пăрусем çитĕнсе пыраççĕ ĕнтĕ, çавна май вĕсене, уйрăмах ял çумĕнче, çырма-çатра таврашĕнче çỹрекенскерсене, вăрăсем (аякран килнисем те) куç хывма та пултараççĕ. Кунашкал фактсем районта çулленех пулаççĕ. Хăшпĕр вăкăрсемпе пăрусем вара вăрмана кĕрсе е варсем тăрăх кая-кая çухалсах каяççĕ. Вĕсем каçхине киле таврăнманнине пула хуçисем полицие шăнкăравлаççĕ. Полици сотрудникĕсем вара пуç ватаççĕ: выльăх-чĕрлĕхе вăрласа кайнă е хуçин тимсĕрлĕхне пула çухалнă? Велосипедсене каçхине сарая кĕртсе лартса питĕрсе илме сĕнетпĕр. Вăрăсенчен сыхланни пĕрре те ытлашши пулмĕ.
Н.ТЕПИТОВ,
полицин районти уйрăмĕнчи участковăй уполномоченнăйĕсен службин начальникĕ.