Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕве те кирлĕ, кỹлĕ те…

02 сентября 2015 г.

Ытти хăшпĕр ялта сăвакан ĕнесен йышне чакараççĕ пулсан, Энтĕрьелсем чăн-чăн хресчен пулма пăрахман-ха. Нумайăшĕ картиш тулли выльăх усрать, хамăртан ытлашши сĕте сутса укçа тăватпăр. Çав вăхăтрах хăшпĕр йывăрлăхсем те тĕл пулаççĕ. Акă, кĕтỹри выльăхсене шыв ĕçтерес ыйтăвах илер. Унчченхи пĕве те, кỹлĕ те çу кунĕсенче типсе ларчĕç. Ĕçме шыв çуккипех ĕнесем кĕтỹрен тараççĕ. Ял çыннисен нушине Михаил Трофимов староста чунпа ăнланчĕ, шыв ыйтăвĕ пирки халăхпа тĕл пулса калаçрĕ. Вара, килĕрен укçа пуçтарса, пĕве тума шутларăмăр. Каланă - ĕçе пуçăннă. 79 çулти староста Миша тете пурне те хавхалантарса-ăс парса пынипе пысăк ĕç вырăнтан тапранчĕ. Валерий Филиппов экскаваторпа типнĕ кỹлле юшкăнран тасатрĕ, кивĕ çăлкуç çĕнĕ вăйпа тапма пуçларĕ. Пĕве валли те тăпра çĕклерĕ, ытлашши шыва юхтарма пăрăх та хурса хăвартăмăр. Çакăн пек харсăр çынсем пурăнаççĕ вăрман хĕрринчи Энтĕрьел ялĕнче. Ĕçре те, канура та пĕрле эпир, пĕрлехи вăйпа тăван яла илемлететпĕр.

Н.ТИХОНОВ.

РЕДАКЦИРЕН: Ырă хыпар - чун ăшши. Н.Тихонов автор хăйсен ялĕнчи ырă ĕçсем çинчен редакцие пĕлтерсех тăни пире савăнтарать. Ытти ялсенче те лайăххи сахал мар вĕт-ха, вулакансене вĕсемпе те палаштарасчĕ. Çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр редакцие, хаклă тусăмăрсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика