02 сентября 2015 г.
ПĔРРЕХИНЧЕ И.П.Павлов академикран: «Пурнăçа мĕнле вăрăмлатмалла?» - тесе ыйтнă. «Эрех ан ĕçĕр, чĕрене пируспа ан сиенлĕр, вара эсир Тициан чухлĕ (Çĕнетỹ тапхăрĕнче пурăннă питех те паллă художник, вăл 99 çула çитсе вилнĕ) пурăнăр», - тенĕ ученăй. Çапла, пурнăçа йĕркеллĕ, сывă пурăнса ирттермелли пĕрремĕш услови - эрех-сăра ĕçменни, тесе шутланă аслă физиолог. Алкоголь организма сиенлени çав тери йывăр япала, çак наркăмăш сиенлемен орган çыннăн çук та пулĕ. Эрех-сăра çын организмне сиенленине кăтартакан паллă вăл - ялан ĕçекен çынсен ĕмĕрĕ кĕске пулни. Ученăйсем çакна тĕрĕс пĕлнĕ. Вăраха кайнă алкоголизмпа аптракан чирлĕ çынна сăнанă май, тухтăр «кунта медицина та пулăшаймасть » теме кăна пултарать. Унашкал çыннăн каппайланма та, «хаваслă» пурнăçа малалла тăсма та вăй юлман ĕнтĕ. Çавăн пек чирлĕ çынна куçран пăхатăн та унăн куçĕнче час-часах «тен веçех пĕтмен?» текен ыйту вулатăн. Çав çыннăн сăн-питĕнче усăсăр ирттернĕ кунсемшĕн, юлашкинчен сывлăх пĕтнишĕн пăшăрханнине тỹрех сисетĕн. Наука аталаннăçемĕн алкоголь сиенне тĕрĕс, тĕплĕн пĕлмелли майсем уçăлаççĕ. Унăн сиенĕ питех те нумай. Этем организмĕн системисен ĕçне йĕркелекен пайсем - улттăшĕ те - алкогольпе сиенленеççĕ. Ĕçнĕ эрехĕн 10 проценчĕ кăна организмран улшăнмасăр тухать, ытти пайĕ вара тĕрлĕ клеткăсемпе ĕçне хутшăнать. Алкоголизм чирĕ тапхăрăн-тапхăрăн аталанни çинчен каланăччĕ ĕнтĕ: тимлĕ пăхсан çеç курăнакан хăнăхусемпе паллăсенчен пуçласа, çынна сыватма май çук улшăнусем таранах. Çавнашкал пулăма шалти органсен ĕçĕ пăсăлнинче те асăрхама пулать. Çакă чи малтан нерв системи шалти органсен ĕçне йĕркелейменнинче палăрать, мĕншĕн тесен алкоголь наркăмăшĕ чи малтан нерв клеткисене сиенлет. Кашни черкке хыççăнах çын ывăнса, йăвашланса пырать, ыйхă пăсăлать. Хырăмлăхра, пĕверте, ытти органсенче аван мар туйăм палăрать. Паллах, чирлĕ çын çакна пĕрре те эрех ĕçнинчен тесе шутламасть. Ĕçнĕ хыççăн тепĕр чухне ирхине юн пусăмĕ хăпарать, чĕре вăйлă тапать. Чирлĕ çын вара терапевт патне каять. Врача малтанхи каçсене мĕнле ирттернине пĕлтермен пирки «асапланакан çын» хăй чирли çинчен хут илет, унта вара... «гипертони» тесе çырнă. 5-6 кунтан юн пусăмĕ йĕркене кĕрет, чĕре малтанхи пекех ĕçлеме тытăнать. Кунашкалли пĕрре кăна пулмасть. Чирлисем яланах терапевт патне пыраççĕ, чирлине ĕнентерекен хут илеççĕ, анчах хăйсене улталаса «гипертони» чирĕнчен сипленеççĕ. Чăннипе вĕсем чирленин сăлтавĕ - эрех ĕçнинче, чирлисем вара çакна аса та илмеççĕ. Медицина тĕпчевĕсем эрех ялан ĕçекенсен 95 проценчĕн чĕре йĕркеллĕ ĕçлеменнине кăтартаççĕ. Чĕре мышци çулланса ларать, дистрофи пуçланать, вăл ленчешкеленсе каять, юн çỹресси япăхланать. Электрокардиограмма чĕре мышцисем улшăннине, чĕре йĕркеллĕ ĕçлеменнине кăтартать. Америка ученăйĕ Бринк каланă тăрăх, ĕçке ернĕ çынсен кардиограмми хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхсемпе палăрса тăрать, çавăнпа çав кардиограмма камăн иккенне пĕлмесĕрех çын алкоголизмпа чирленине палăртма пулать. Чирлĕ çынсене кăкăр кĕлеткин сулахай енче, чĕре тĕлĕнче, ыратни канăçсăрлантарать. Касса е туртса ыратни уйрăмах ĕçме чарăннă вăхăтра палăрать. Алкогольпе чĕре мышци сиенленнине витаминсен (уйрăмах В ушкăнрисен), магнипе кали тăварĕсен ылмашăвĕ йĕркерен тухни йывăрлатать. Унсăр пуçне, сывлав центрĕн туйăмлăхĕ (сисĕмлĕхĕ) чакнине пула юнри газ тытăмĕ пăсăлать. Вăраха кайнă алкоголизмпа асапланакан çамрăк çынсен хушшинче атеросклерозпа чĕре чирĕсем ытларах тĕл пулнине нумай автор кăтартăвĕсем çирĕплетсе параççĕ. Кунашкаллисен, ытларах хĕрĕхе çитменнисенех, инфаркт аталанать. Çакăн пек тĕслĕхсене кирек хăш больницăра кардиологи уйрăмĕн сотрудникĕсем сахал мар илсе кăтартма пултараççĕ. Вĕсем хăватлă эрех ытлашши нумай ĕçнипе çамрăк çынсенех инфаркт пулнине чылай сăнанă. Пĕр хутчен кăна ытлашши нумай ĕçни те чĕрене йывăр чирлеттерме пултарать. Алкоголизмпа аптракансен сывлав системин ĕçĕ пăсăлнине те час-часах тупса палăртаççĕ. Ĕçке ернĕ çынсен, ĕçменнисемпе танлаштарсан, ỹпке сиенленни 3-4 хут ытларах тĕл пулать. Алкоголь, сывлăш çулĕсем тăрăх пырса, тип пырпа ỹпкен ачаш тĕртĕмĕсене хытă сиенлет. Ку вара карланкă тăртанасси, ỹпке хытса хулăнланасси, ỹпке эмфиземи аталанасси патне илсе пырать. Кунашкал улшăнусем сывлав çулĕсемпе ỹпкере ытти ерекен чирсене аталанма лайăх услови туса параççĕ. Ĕçке ернĕ çынсен бронхитпа пĕрлех пырпа карланкăн вăраха кайнă чирĕсем пулаççĕ, çавăнпа вĕсен час-часах сасси тытăнчăк е хăйăлти тухать. Ĕçке юратакансем шăннипе пулакан чирсемпе питĕ хăвăрт аптраççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен организмĕ чире хирĕç кĕрешеймест. Унсăр пуçне, вĕсем ỹсĕр чухне çанталăка шута илсе тумланмаççĕ, час-часах сивĕ çĕр çинче выртаççĕ. Алкоголизмпа асапланакан çынсем, ĕçменнисемпе танлаштарсан, ỹпке шыçнипе 4-5 хут нумайрах чирлеççĕ. Унсăр пуçне, чир вĕсен чылай йывăртарах иртет. Алкоголизмпа пĕрлех, ỹпке туберкулезĕ те час-часах тĕл пулать.
А.МОЛОСТВОВ,
врач-нарколог.