Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕркине пăхăнар

02 сентября 2015 г.

ÇАВĂН чухне эпир умма лартнă тĕллевсене çăмăллăнах пурнăçлама пултаратпăр. Сывлăха çирĕплетессишĕн кашнийĕн тăрăшмалла. Вăрăм ĕмĕрлĕ те хаваслă пурнăç çавăнтан тĕпренех килет-çке. Çĕршывра вирус сезонĕ тапхăрĕнче çулленех 30 миллион ытла çын ОРВИпе чирлет. Халăхăн 80 проценчĕн çак вăхăтра иммунитет чакни палăрать. Иммун системи йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен те сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Вăл çыннăн организмне тĕрлĕ «тăшманран» хỹтĕлет. Организмра кирлĕ витаминсем пулччăр тесен тĕрĕс апатланмалла. Унсăр пуçне спортпа туслă пулмалла. Çакнашкаллисем сунаспа сахалрах чирлеççĕ. Куллен 30-60 минут спорта уйăрни сывлăха çирĕплететех. Ытларах ун енне туртăнни организма хавшатма та пулăшать. Çĕртен алăпа ура вăйĕпе ỹт-пĕве çĕклени чĕрепе ỹпкене лайăх ĕçлеттерме май парать. Пресс туни вар-хырăмшăн усăллă. Кулленхи ирхи зарядка та вăй-хал кĕртет. Ăна пит çунă евĕрех йышăнмалла. Витаминсем вара кашни çыннах кирлĕ. Д витамин çăмартара, лососьра, сĕтре пур. Пахчаçимĕçпе улма-çырла С витаминпа пуянлатаççĕ, иммун системине лайăхлатаççĕ. Организма цинк та кирлĕ. Вăл тинĕс продукчĕсенче, хуппине сỹмен тырпулта, сăра çĕпринче нумайрах. Томат сĕткенĕнче А витамин нумай. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçре организма çирĕплетни те пĕлтерĕшлĕ. Ăна ачаранах пуçăнмалла. Шыв процедурисем нерв системине çирĕплетеççĕ. Юн пусăмĕ вырăна ларать, япаласен ылмашăнăвĕ тикĕсленет. Темиçе кун ỹте типĕ алшăллипе сăтăрни, каярахпа йĕпи çинее куçни те усăллă. Шывпа сапăнма пуçăнни лайăх. Çаксене ирхи зарядка хыççăн уçă сывлăшра пурнăçламалла. Белоксенчен иммунитета хỹтĕлекен факторсем пуçтарăнаççĕ. Çавăнпа та апатра пулă, аш-какай, çăмарта, сĕт продукчĕсем, мăйăр сахал пулмалла мар. Кунне 5 курка чей ĕçни те организма çирĕплетет. Тĕпчевсем хавас кăмăл ĕç тухăçлăхне ỹстернине палăртаççĕ. Ун пек чухне çынна сунас та ермест-мĕн. Сывă пурнăç йĕркипе савăк кăмăла пĕр-пĕринчен уйăрмалла мар. Медитаци те нерв системине лăплантарма пулăшать. 8 эрне тренинга хутшăнакансем грипа çирĕппĕнех парăнтарма пултараççĕ. Вăрах вăхăт стресра пулни иммунитета палăрмаллах хавшатать. Ăна хирĕç тăма тăрăшни те сире çĕткелентерет, кирлине манăçма пулăшать. Сỹрĕклĕхпе тимсĕрлĕх те çирĕп иммунитетăн тĕп тăшманĕсем шутланаççĕ. Америка ученăйĕсем депрессипе чирленĕ хĕрарăмсен иммун системи ĕçĕнче улшăнусем пулнине тĕпчесе пĕлнĕ. Вĕсене вируслă чирсем çакланма пултараççĕ. Алкоголь те лейкоцитсен ĕçне чакаратех. Унпа сывă пурнăç йĕрки хирĕçỹллĕ. Тутлă ыйхă сывлăхлă пулма пулăшать. 7-8 сехет çывăракансем тĕрĕс тăваççĕ те. Унран ытларах ыйха тăсни те усăсăр. Лайăх çывăрни иммун системине çирĕплетет. Сунас ан ертĕр тесен алла икĕ хутчен çума тăрăшмалла. Эрнере пĕрре мунча кĕмелле. Вĕри сывлăш вируссене пĕтерме пулăшать. Çутçанталăк пуянлăхĕ те иммунитета çирĕплетет. Сиплĕ курăксене сипленес тĕллевпе те, профилактикăшăн та усă курма пулать. Организма кирлĕ бактерисен йышне ỹстерессишĕн тăрăшмалла. Пуçлă сухан, чеснок, банан çини те усăллă. Сывлăхлă пулас тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Диван çинче йăраланса выртни усăсăр, уçă сывлăшра упражнени туни паха. Стресс вара иммунитетăн тĕп тăшманĕ. Хуйхă-суйхăсене аякка сирсе тарăхмасăр пурăнмалла. Çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм, тĕрĕс апатланни пурнăçа чечеклентерет.

Э.ЕГОРОВА,

районти гигиенăпа эпидемиологи центрĕн пĕтĕмĕшле гигиена врачĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика