02 сентября 2015 г.
«Ашшĕ герой пулсан, ывăлĕн те паттăр пулмалла» Константин РОКОССОВСКИЙ,Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ.
ХАМĂР тăрăхра çуралса ỹснĕ, çĕршывĕпех чапа тухнă çынсемпе вулакансене паллаштарасси - журналистсен таса тивĕçĕ. Хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче эпир икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ ята тивĕçнĕ, СССР Авиаци промышленноçĕн министрĕнче ĕçленĕ, Шăмăршăран вăтăр çухрăмри Упи ятлă чăваш ялĕнче çуралса ỹснĕ Петр Васильевич Дементьев çинчен каласа панăччĕ. Тăван яла - Упие кайсан - Дементьевăн тăванĕсемпе тĕл пулса калаçрăм. Вĕсем пирĕн ратнепе çывăх, мĕншĕн тесен куккан хĕрĕ Михаил Иванович Дементьев учителĕн ывăлне качча тухнă. Михаил Иванович вара - чаплă ентешĕн çывăх тăванĕ. Михаил Иванович мана тĕлĕнсе каймалла хыпар пĕлтерчĕ: Петр Васильевичăн ывăлĕ Геннадий те Социализмла Ĕç Геройĕ иккен, Космонавтсен отрячĕнче тăнă. Андриян Николаев комонавтпа çывăх туссем пулнă. Сывлăхне пула (врачсем Геннадийĕн юн пусăмĕ виçерен иртнине асăрханă), Геннадий Дементьев тĕнче уçлăхне вĕçеймен. Хăйĕн пурнăçне вăл космос наукине аталантарас ĕçе халалланă. Г.Дементьев 1932 çулта Упи ялĕнче çуралнă. Ашшĕ - Петр Васильевич - Н.Е.Жуковский ячĕллĕ Сывлăш-Çар академийĕнче вĕреннĕ май - çамрăк çемье пĕр хушă унăн тăван ялĕнче пурăннă. Каярахпа, Мускавра хваттер парсан, Петр Васильевич арăмĕпе ывăлне те тĕп хулана куçарать. Геннадий Мускавра вăтам шкул пĕтерет, унтан Ленинградри (халĕ Петербург) А.М.Можайский ячĕллĕ Хĕрлĕ Ялавлă Сывлăш-Çар академийĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Çамрăк специалиста СССР Космонавчĕсен отрядне илеççĕ, тĕнче уçлăхне вĕçме хатĕрлеççĕ. Шел, тухтăрсен пĕр комиссийĕн йышăнăвĕ унăн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕме май памасть. Çапах та Геннадий Петрович чунпа хуçăлмасть: Мускаври А.И.Микоян ячĕллĕ, машинăсем тăвакан «Зенит» заводра инженер-конструкторта ĕçлеме пуçлать. 1958-1967 çулсенче - Мускаври Серго Орджоникидзе ячĕллĕ Авиаци институчĕн преподавателĕ. 1967-1974 çулсенче - А.И.Микоян ячĕллĕ, машинăсем тăвакан «Зенит» заводăн Тĕп конструкторĕн заместителĕ. Геннадий Петрович Дементьев орбитăра вĕçекен «Спираль» самолетпа МиГ-27 истербитель-бомбардировщика туса кăларакансенчен пĕри пулнă. 1974-1976 çулсенче вăл «Молния » Конструкторсен бюровĕн Генеральнăй конструкторĕн Пĕрремĕш çумĕ пулса ĕçленĕ. Х-29, Р-72, Р-75, К-40М ракета комплексĕсем туса кăларма тỹрремĕнех хутшăннă. 1976 çултанпа Геннадий Петрович - орбитăри «Буран» карапа туса хатĕрлекен «Молния» Наукăпа производство пĕрлешĕвĕн Главнăй конструкторĕ. Орбитăри пĕрремĕш «Буран» карап 1988 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче пилот тытса пымасăрах (автомат системипе) космоса вĕçсе кайса каялла ăнăçлă анса ларать. Çак вĕçĕве пирĕн ентеш хăй йĕркелесе-ертсе пынă. Геннадий Дементьев СССР Патшалăх Премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Ăна Раççейри инженерсен Академийĕн, Раççейри космонавтика Академийĕн, Пĕтĕм тĕнчери астронавтика Академийĕн действительнăй членне илнĕ. Техника наукисен докторне, «Молния» Наукăпа производство пĕрлешĕвĕн Главнăй конструкторне Геннадий Петрович Дементьева 1990 çулта «Социализмла Ĕç Геройĕ» хисеплĕ ят панă. Пирĕн ентеше Ленин орденĕпе, «Хисеп Палли» тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе чысланă.Авиаципе космос техникин паллă конструкторĕ Геннадий Петрович Дементьев йывăр чирлесе 1996 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Ăна пытарнă çĕре Упи ялĕнче пурăнакан тăванĕсем те хутшăннă. Вилес умĕн хăй ыйтнине тивĕçтерсе, Геннадий Петровичăн кĕлне хунă урнăна Новодевичьери масарта ашшĕн - Петр Васильевичăн вилтăприйĕ çине чавса чикнĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.