Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав саккунĕ çирĕп

05 сентября 2015 г.

Республика Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ умĕнхи кампани чи хĕрỹ тапхăрта. Сасăлав - сентябрĕн 13-мĕшĕнче. Çак кун суйлавçăсен республика тилхепине кандидатсенчен хăшне шанса парассине палăртмалла, районсен, ял тăрăхĕсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен йышне йĕркелемелле. Граждансен сасăлаври активлăхĕ мĕнлерех пулĕ - суйланакан çынсен ят-сумĕ те çакăнтан килет. Тата – суйлавпа çыхăннă саккунсене мĕнле пурнăçланинчен. Ку суйлав 2012 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» тата 2003 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене суйласси çинчен» саккунсем çинче никĕсленет. Вĕсем суйлава хатĕрленмелли, кандидатсене тăратмалли, агитаци, сасăлав ирттермелли йĕркене, суйлав комиссийĕсен полномочийĕсене тата ыттине йĕркелеççĕ. Суйлав çинчен калакан саккунсене пăснăшăн федераци саккунĕсемпе административлă е уголовлă майпа явап тыттарассине çирĕплетнĕ. Саккунсем Раççей Конституцийĕ 18 çул тултарнă кашни гражданина суйламалли право параççĕ. Кашни çын, общество пĕрлешĕвĕсем кирек хăш кандидата «хирĕç» е «майлă» агитацие пĕр чăрмавсăр ирттерме пултараççĕ. Анчах кам гражданина хăйĕн суйлав правине ирĕклĕн тỹрре кăларма чăрмантарать - ун умне УК 141 статйипе уголовлă майпа явап тытас хăрушлăх тухса тăрать. Яваплăх - 80 пин тенкĕ таран штраф е çулталăк таран юсанмалли ĕçсем. «Чăрмантарнине » мĕнле ăнланмалла-ха? Унашкаллин шутĕнче - çын хăй пулакан вырăна улăштарнă май сасăлама ирĕк паракан удостоверени илнĕ чух, суйлав участокне пырас, суйлав бюллетенĕ илес енĕпе чăрмавсем кăларса тăратни, вăрттăн сасăлама май паманни тата ытти те. Енчен те çавнашкал чăрмавсем сутăн илнипе, ултавпа, хистенипе, вăйпа усă курнипе е хăратнипе çыхăннă пулсан, çавăн пекех çак ĕçе çын хăйĕн служба вырăнĕпе усă курса хутшăнсан, ушкăнпа чăрмантарсан яваплăх та çирĕпрех - 5 çул ирĕклĕхсĕр хăварма е 100-300 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ. Суйлав ăнăçлăхĕ суйлав комиссийĕнчен нумай килет. Çавăнпа та вĕсен ĕçне витĕм кỹрсен те УК 141 статйипе уголовлă майпа явап тыттараççĕ: 4 çул таран ирĕклĕхсĕр хăвараççĕ тата 80 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ е 200-500 пин тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Иртнĕ суйлавсем тăрăх хаклас-тăк - тĕпрен илсен агитаци тапхăрĕнче саккун требованийĕсене пăсаççĕ. Çавăнпа та агитаторсене асăрхануллă пулмалли пирки аса илтерни вырăнлă. Саккун патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене, патшалăх е муниципалитет службинчи çынсене хăйсен должноç тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра, çар учрежденийĕсемпе организацийĕсене, ыркăмăллăх организацийĕсене, тĕн пĕрлешĕвĕсене тата вĕсен представителĕсене, тĕнпе çыхăннă йăла-йĕркене пурнăçланă вăхăтра, суйлав комиссийĕсен членĕсене суйлав умĕнхи агитаци ирттерме, агитаци материалĕсене сарма чарать. Агитаци ĕçне 18 çултан çамрăкрах çынсене явăçтарма юрамасть. Сасăлав тата унăн умĕнхи кун та агитацилемелле мар. Агитаци ирттерес енĕпе мĕнпур кандидатшăн условисем пĕртан. Патшалăх, муниципалитет организацийĕсен, патшалăх тата муниципалитет пичет, радио кăларăмĕсен редакцийĕсен çак условисене тивĕçтермелле. Патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх организацийĕсен кандидатсене пухусем, суйлавçăсемпе тĕлпулусем, митингсем, демонстрацисем йĕркелесе ирттерме пулăшмалла. Мĕнпур кандидатăн пичет тата ытти агитаци материалĕсем кăлармалли, сармалли право пур. Çав материалсенче вĕсене хатĕрленĕ организаци ячĕ, юридици адресĕ, вĕсене хатĕрлеме саккас панă организаци (е çын) ячĕ-шывĕ, тиража тата хăçан кăларнине кăтартакан информаци пулмалла. Агитаци материалĕсене сарма пуçличчен вĕсен экземплярĕсене тивĕçлĕ суйлав комиссине тăратмалла. Çак условисене пăхăнмасăр материалсене сарма юрамасть. Суйлав умĕнхи агитаци йĕркине суйлав комиссийĕсем сăнаса тăраççĕ. Енчен те вĕсене «агиткăсене» сарнă чухне йĕркене пăсни е суя материалсем сарни çинчен асăрхаттарнă-тăк - комиссисен çак ĕçе чармалла, саккунсăр агитаци продукцине туртса илмелле. Агитаци условийĕсене пăснăшăн та яваплăх пур. Тĕслĕхрен, юраман тапхăрта тата юраман вырăнсенче агитациленĕшĕн административлă майпа явап тыттараççĕ: граждансене - 1-1,5 пин, должноçри çынсене - 2-5 пин, юридици тытăмĕсене 20-100 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ. Агитаци тума юраман çынсем, çавăн пекех 18-тан çамрăкрах çынсем агитаци ĕçне хутшăннăшăн та явап тытма тивет: граждансене - 1-1,5 пин, должноçри çынсене - 2-3 пин, юридици тытăмĕсене 20-30 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ. Саккунăн çỹлерех палăртнă требованийĕсене тивĕçтермен агитаци материалĕсем хатĕрлени тата сарни те - административлă правăна пăсни. Кунашкаллишĕн граждансене - 1-1,5 пин, должноçри çынсене - 2-3 пин, юридици тытăмĕсене 50-100 пин тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Пичет материалĕсене тĕп тунăшăн, сиенленĕшĕн 500-тен пуçласа 1 пин тенкĕлĕх штраф санкцийĕ палăртнă. Сасăлав вăхăтĕнче те йĕркене пăсасси пулкалать. Саккунпа килĕшỹллĕн кашни суйлавçă хăй сасăлать, уншăн ыттисем сасăлама пултараймаççĕ. Сасăлава хутшăнакансене суйлав докуменчĕсене вĕсем паспорт е ăна улăштаракан документ кăтартсан параççĕ. Суйлавçă хăй (е вăл килĕшсен суйлав комиссийĕн членĕ) суйлавçăсен списокĕнче паспорт серийĕпе номерне çырать. Кам хăй тĕллĕн алă пусаймасть е бюллетене паллă тăваймасть - суйлав комиссийĕн членĕ, кандидатăн шаннă çынни, сăнавçă шутланман урăх çын пулăшăвĕпе усă курма пултарать. Суйлав комиссийĕн членĕсем ыттисемшĕн е пĕр хутран ытларах сасăлама май парас тĕллевпе суйлав бюллетеньне панăшăн административлă майпа явап тытаççĕ (2-5 пин тенкĕ штраф). Урăх суйлавçăшăн сасăлас тесе бюллетень илнĕ гражданин та явап тытать - 1,5 -3 пин тенкĕлĕх штраф тỹлеме тивет.Чи хăрушши - суйлав докуменчĕсене улталаса хатĕрлени, сасăсене пĕлсе тăрсах тĕрĕс мар шутлани. Документсене - суйлавçăсен списокĕсене, алă пусмалли хутсене, ыттине - суйса хатĕрленĕшĕн суйлав комиссийĕн членĕсене уголовлă майпа явап тыттараççĕ. 100-тен пуçласа 300 пин тенкĕ таран штрафлама е 4 çул таран ирĕк- лĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Сасăлав кăтартăвĕсене суйса пĕтĕмлетнĕшĕн, сасăлавра усă курнисен шутне палăртман бюллетеньсене кĕртнĕшĕн, суйлавçăсем вырăнне суйса алă пуснăшăн, бюллетеньсене пăснăшăн, тĕп тунăшăн, сасăсене пĕлсе тăрсах суйса шутланăшăн, сасăлав кăтартăвĕсен протоколне пĕлсе тăрсах тĕрĕс мар çырнăшăн тата ыттишĕн суйлав комиссийĕн членĕсен уголовлă майпа явап тытса 200-500 пин тенкĕ штраф тỹлеме, 4 çул таран ирĕклĕхсĕр юлма тивет. Суйлав - пысăк пĕлтерĕшлĕ политика мероприятийĕ - саккунпа килĕшỹллĕн иртессе, суйлавçăсем сасăлава хастар хутшăнасса шанатпăр.

С.ЕГОРОВ,

Шăмăршă районĕн прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика