05 сентября 2015 г.
Журналист ĕçне кашни çыннах тĕрĕс хаклаймасть. «Вăрман касса е кирпĕч йăтса нушаланмастăр вĕт, ручка тыт та - çыр та çыр!» - теççĕ хăшĕсем. Теприсем тата журналиста влаçсен «юррине» юрлакан, вĕсен ăсĕпе кăна пурăнакан çын вырăнне хураççĕ. Чăнах та, журналист кашни кун пĕрене йăтмасть е кирпĕч çумне кирпĕч хурса çурт купаламасть. Анчах унăн ĕçĕ çăмăл текенсем питех те йăнăшаççĕ. Эсир пĕлетĕр-и: журналистсем пирĕн çĕршывра - чи кĕске ĕмĕрлисем. Журналист çын хуйхи-суйхине чĕри патне илет, унпа пĕрле пăшăрханать, ăна кăштах та пулин пулăшасчĕ тесе хăйĕн валли тăшмансем тупать. Хăй çырнă кашни йĕркешĕн çĕр çывăрайманни, хаçатра йăнăш каясран пăшăрханни, сăлтавсăрах айăплисен шутне кĕртни сывлăха пĕтермест-и-ха тата? Хĕрĕх çул ытла хаçатра ĕçлесе çакна чунпа ăнланса илтĕм: журналистикăна ăнсăртран çакланнисем халăх хисепне тивĕç пулаймаççĕ, вĕсем çырнине вуламаççĕ е вуласан та часах манса каяççĕ. Çынсене хумхантаракан, калаçтаракан, сỹтсе явма хистекен статьясем çырма чăн-чăн журналистсем çеç пултараççĕ. Район хаçачĕн редакцийĕнчи журналистсен пуçламăш организацийĕ виçĕ çынран тăрать. Пурте - ĕçре пиçĕхнĕ çынсем, хамăрла каласан «шурсухалсем». Паян эпĕ çывăх юлташăмăр - Иван Медведев çинчен ăшă сăмах каласшăн. Сăлтавсăр мар, паллах: сентябрĕн 5-мĕшĕнче Иван Ананьевич çуралнăранпа 60 çул çитрĕ. Нумай çул хушши пирĕн хаçатра ĕçлесе, Иван Ананьевич çĕр-çĕр очеркпа тĕрленчĕк, статья çырчĕ, çĕр-çĕр çынна савăнăç парнелерĕ, çĕр-çĕр çынна хумхантарчĕ. Районти кашни ялтах Иван Медведев журналистăн çывăх тусĕсем пур. Культура институтне пĕтернĕрен, Иван Ананьевич çак темăна уйрăмах юратать, халăхран тухнă талантсене шыраса тупса ăшă сăмахпа хавхалантарма тăрăшать. Культура ĕçченĕсем пĕр пытармасăр Иван Медведев журналиста хăйсен профессийĕнчи çивĕч проблемăсемпе паллаштараççĕ, унран пулăшу кĕтеççĕ. Иван Ананьевич мĕн тума пултарнине тата пултарайманнине те пурнăçлама тăрăшать, культура ĕçĕнче пуçтарăннă пуян опычĕпе пурне те паллаштарать. Е тата çарпа патриотизм теминех илер. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ çак темăна хаçатра туллин çутатас тĕлĕшпе Иван Медведев журналист пурне те ырă тĕслĕх кăтартать. Шăмăршă тăрăхĕнчен тухнă çар çыннисем, вăрçă ветеранĕсем, çар училищисенче вĕренекен курсантсем çинчен вун-вун очеркпа тĕрленчĕк çырса пичетлерĕ. Иван Ананьевич право ыйтăвĕсене çутатассине те хăй çине илчĕ. Çак пысăк яваплă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа туса пырать, унăн статйисем çамрăксене право йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнма вĕрентеççĕ. Ытти ĕç сахал-и редакцире? Велосипечĕ çине утланса ларать те Иван Медведев, редакци ĕçĕпе çула тухать. Нихăçан та унран: «Ывăнтăм, пултараймастăп», - тенине илтмен. Çарта пограничник пулнăскер, ĕçре те дисциплинăна çирĕп пăхăнать. Вунă йĕркеллĕ заметка çырассишĕнех тепĕр чух вунă çухрăма велосипедпа çитсе килет. Иван Ананьевич çамрăк чух Мускаври культура институтĕнчен вĕренсе тухни çинчен маларах каларăм ĕнтĕ. Хăй те вăл - пултаруллă юрăç тата купăсçă. Районти Культура Керменĕнче те, уявсенче те çынсене илемлĕ юрăпа савăнтарать, хăй те юрă кĕвĕлет. Иван Медведев литература хайлавĕсем çырса та палăрчĕ, илемлĕ калавсемпе тата чуна хумхантаракан повеçсемпе вулакана савăнăç парнелет. Унăн çырас ăсталăхĕ ỹссех пыни сисĕнет, эппин, çĕнĕ произведенисем татах та пулĕç-ха....Нумай-нумай ырă сăмах калама пулать сан пирки, хаклă тусăмăр Иван Ананьевич. Юбилей ячĕпе чĕререн саламланă май, Шăмăршă вăрманĕнче патваррăн сарăлса ỹсекен лаштра юман пек çирĕп сывлăх, шăнкăртатса юхакан кĕмĕл çăлкуç шывĕ пек иксĕлми телей, асамлă тĕрĕсемлĕ чăваш сурпанĕ пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Пĕрлех сана çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери журналистсен пĕршухăшлăх кунĕпе те саламлатпăр. Вăй патăр, Иван Ананьевич!
Ив.САЛАНДАЕВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.