Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 77-мĕш эстафета

09 сентября 2015 г.

77-мĕш эстафета

Сентябрĕн  5-мĕшĕнче Шупашкарта икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, СССР летчик-космонавтне халалласа «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета пулса иртрĕ. Кăçал вăл - çитмĕл çиччĕмĕш. Шăмăршăсем те хут шăнчĕç унта. Эстафетăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев уçрĕ, пурне те ăнăçлă старт, çĕнтерỹ сунчĕ. - Спорт вăл - сывлăх. Чăваш халăхĕ ĕмĕрĕпех чупма юратнă, - терĕ вăл. Çăмăл атлетсен Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, Олимп вăййисен чемпионĕ Ю.Борзаковский те унпа пĕр кăмăллă пулчĕ. Чăнах та, Михаил Васильевич Игнатьев спортран аякра тăракан çын мар - ĕçтешĕсемпе пĕрле дистанцине çăмăллăнах чупса тухрĕ. - Пĕрре те ывăнмарăм - вăй-хал çеç хутшăнчĕ, - терĕ вăл финиш хыççăн хăйĕнчен интервью илекенсене. Çак кун çанталăк савăнтарсах каймарĕ - ăмăрту пуçлансанах вăйлă çумăр çума пуçларĕ. Анчах çакă спортсменсемшĕн чăрмав-и? Вĕсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен командисене çĕнтерỹ кỹрессишĕн финиша вирхĕнчĕç. Кăçал Шăмăршă районĕн чысне Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти çамрăк спортсменсем хỹтĕлерĕç. Хальхинче, шел, ăнăçу пирте пулаймарĕ - çитес çул вара призерсен шутне кĕретпĕрех. ...Ăмăрту пуçланас умĕн ятарлă делегаци А.Николаевăн палăкĕ умне чечек кăшăлне хучĕ. Шел, кăçал эстафета Николаевсăр саккăрмĕш хут иртрĕ...

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика