09 сентября 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕ
Чăваш Республикинче 2016 çулта Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтересси çинчен
Чăваш Республикин паянхи экономика условийĕсенчи кал-кал аталанăвне тивĕçтерес, обществăра ĕçе тата ĕç çыннине хисеплессине çирĕплетес, ĕç-хĕл валли конкурентлă ырă условисем йĕркелес тĕллевпе çапла йышăнатăп:
1. Чăваш республикинче 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтерес.
2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн:
Чăваш Республикинче 2016 çулта Ĕç çыннин çулталăкне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитетне туса хумалла тата унăн йышне çирĕплетмелле;
Чăваш Республикинче 2016 çулта Ĕç çыннин çулталăкне ирттерессипе çыхăннă, рабочисен профессийĕсен хисепне çĕклес, çамрăксене экономикăн чăн секторĕн отраслĕсене тата социаллă сферăна явăçтарас, предпринимательлĕхе аталантарас, ĕçре çĕнĕлĕхсене тата пултарулăха çул парас, ĕç тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе тĕп мероприятисен планне хатĕрлемелле тата çирĕплетмелле.
3.Сĕнес:
вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене, организацисене вĕсен йĕркелỹпе право формисене тата харпăрлăх формисене пăхмасăр Ĕç çыннин çулталăкĕнче ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнма;
массăллă информаци хатĕрĕсене Ĕç çыннин çулталăкĕнче йĕркелекен мероприятисене çутатсах тăма.
4. Çак Указ ăна алă пуснă кунран вăя кĕрет.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан
М.ИГНАТЬЕВ.
Шупашкар, 2015, сентябрь, 7, 119 №.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьев çитес çула Ĕç çынни çулталăкĕ тесе йышăннине чун- чĕререн ырлатăп. Эпир мĕн пĕчĕкрен ĕçлесе ỹснĕ. Кирек кам ăçта вăй хурсан та - пурте ĕç çынни. Ăна хисеп тумаллах.
Ю.ЦЫГАНОВА,
районти культура ĕçченĕсен профсоюзĕн райкомĕн председателĕ.
Халĕччен кун пекки - ĕç çыннине çакнашкал хисеплени пулманччĕ-ха. Эппин, çитес çул - пирĕн çулталăк. Хавхалантарать çакă, ĕçре вăй-хал хушать - М.Игнатьевăн шанăçне тỹрре кăларса тата тăрăшарах ĕçлес килет.
Н.ХАРЛАМПЬЕВА.
«Шанс» ООО ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ.