09 сентября 2015 г.
Маларах кунта Чăваш Енри ялхуçалăх ĕçченĕсем сипленмелли санатори-профилакторийĕччĕ, кайран республикăри туберкулезпа чирлĕ ачасем хăйсен сывлăхне çирĕплететчĕç. Халĕ вара ку учреждени - республикăри психикăпа неврологи интерначĕ. Паллах, пĕрре шутласан, çакнашкал çĕре пырса кĕме те шикленмелле пек: пациентсем тĕрлĕрен вĕт - сăлтавсăрах çыпçăнасси та инçех мар. Юрать-ха пире интернат директорĕ Н.Поликарпов хапха умне тухсах кĕтсе илчĕ. - Манпа чухне ан шикленĕр - кунта пурăнакансем мана итлеççĕ, - терĕ вăл. Тĕрĕсех каларĕ вăл: территорире уçăлса çỹрекенсем хăйсене йĕркеллех тытаççĕ, сывлăх та сунаççĕ. Хăшĕсем калаçу та пуçарасшăн. Çын, мĕнле пулсан та, çынах вĕт... Интернат уçăлнăранпа пилĕк çул ĕнтĕ. Кунта хамăр республикăри психика енĕпе чирлĕ çынсем пурăнаççĕ тата сипленеççĕ. Халĕ вĕсем 150 çынна яхăн. Çитес вăхăтрах тата 30 койка-вырăн хушăнмалла. Пациентсенчен чи çамрăкки - 18 çулта, чи асли - сакăрвуннăра. Тĕрлĕ çын - тĕрлĕ характер: хушăран харкашу, хирĕçỹ те сиксе тухма пултарать. Кунта çакнашкалли халĕччен пулман. Пациентсем хăйсем тĕллĕн интернат территорийĕ нчен тухса çỹремеççĕ - вĕсем мĕн тунине, мĕн хăтланнине 19 видеокамера тĕрĕслесе тăрать. Сывлăх - пуриншĕн те чи хакли, чи пĕлтерĕшли. Интернатра халĕ тăватă тухтăр, çирĕм медицина сестри, санитаркăсем вăтăр ытла. Н.Полякова, А.Задорова тухтăрсен ĕçĕпе Н.Поликарпов уйрăмах кăмăллă. Çавăн пекех Николай Иванович И.Железова, Н.Иванова, Т.Парамонова, Г.Быкова, С.Макарова медицина сестрисене те ырăпа кăна асăнчĕ. Сиплев ирттерме медикаментсем яланах çителĕклĕ, пациентсем процедурăсене вăхăтлă çỹреççĕ – никам та турткалашса тăмасть. Тутлă апат та чире сиплеме пулăшать. В.Исаева, А.Григорьева поварсем тĕрлĕ блюдăсем хатĕрлеме ăста. О.Сергеевапа Н.Лаврентьева официанткăсем сĕтел хатĕрлес тĕлĕшпе пуян опыт пухнă. Сăмах май, интернатра пурăнакансене талăкра пилĕк хутчен апатлантараççĕ. Интернатăн хăйĕн хушма хуçалăхĕ те пур, унта çĕрулми, чĕкĕнтĕр, кишĕр çитĕнтереççĕ. Менюра аш-какай, сĕт юр-варĕ те пур. Интернатра сипленекенсене чирлисем тесе те калас килмест. Вĕсенче кашнийĕнчех хăйне евĕр ăсталăх, пултарулăх: пĕри купăс калать, тепри гитара хĕлĕхĕсене чуна тивмелле вылянтарать. Кунтах ятарлă клуб та пур. Унта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çурт-йĕр те юхăнать, оборудование те çĕнетмелле. Кăçал кунта пысăк юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. 2013 çулта кунта попечительсен Канашĕ уçăлнă. Унта районти тĕп больница, аптека, культура учрежденийĕсен ертỹçисем кĕреççĕ. Çакăн усси - куç кĕретех. Çавăн пекех интерната предпринимательсем те пысăк пулăшу параççĕ. Тепĕр чух «Васкавлă пулăшу» та вăрах кĕттермест.Çак вăхăтра чирлисем хăйсен юлташĕсемшĕн тăрăшнине те палăртмалла - вĕсем çийĕнчех медперсонала пулăшма васкаççĕ. Чирлисене сипленипе пĕрлех коллектив спортпа та туслă - кунта вăй хуракансем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче кашнинчех призлă вырăнсене йышăнаççĕ.
Вл.МИХАЙЛОВ.
А.Ларшникова сăнỹкерчĕкĕсем.