23 сентября 2015 г.
Сентябрь уйăхĕн икĕ кунĕ - 13-мĕшĕпе 19-мĕшĕ - тăван республикăмăршăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ пулăмпа асра юлĕ. Малтанхинче республика Пуçлăхне суйларăмăр тата хула, район, ял тăрăхĕсен депутачĕсен çĕнĕ йышне палăртрăмăр. Сасăлавра суйлавçăсен 58 проценчĕ бюллетень илнĕ, вĕсенчен 65,54 проценчĕ республика Пуçлăхĕ пулма хăйĕн сассине Михаил Игнатьевшăн панă. Палăртса хăварар, юлашки 14 çулта республика Президентне (халĕ - Пуçлăхне) пĕр-пĕр парти сĕннĕ кандидатурăна Мускав çирĕплетнĕ-тĕк, хальхинче ирĕклĕ суйлав пулчĕ, Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ халăх хăйĕн шухăш-кăмăлне уççăн палăртса хамăрăн пурнăçăн малашнехи 5 çулти аталанăвĕшĕн яваплине суйласа илсе çак тивĕçе пурнăçлама Михаил Игнатьева тепĕр хут шанчĕ. Иккĕмĕшĕнчен, сентябрĕн 19-мĕшĕнче - Михаил Васильевич тепĕр 5 çула республика Пуçлăхĕн должноçне йышăннине халалланă церемони пулчĕ. Вăл Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче иртрĕ. Унта Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан тата федерацин территорири влаç органĕсен ертỹçисем, Раççей субъекчĕсен представителĕсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ организаципе учреждени делегацийĕсем, Мускавран, Федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсенчен тата ытти çĕртен килнĕ чылай хăна хутшăнчĕ. Вĕсен йышĕнче, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Мельниченко, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Анатолий Аксаков тата Руслан Тихонов, Раççей Геройĕ, авиаци генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов, Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков тата ыттисем.