Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ырланине палăртрĕç

23 сентября 2015 г.

Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» парти председателĕ Дмитрий Медведев: «Иккĕленместĕп, управленипе çыхăннă пысăк опыт, Чăваш Республикин çивĕч ыйтăвĕсене пĕлни Сире республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçлама пулăшĕç. «Единая Россия» парти ячĕпе Сире çитĕнỹсем, сывлăх тата пĕтĕм ыррине сунатăп».

РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко: «Сирĕн опыт, тĕллевшĕн çине тăни, республикăн çивĕч ыйтăвĕсене пĕлни, конструктивлă тата тĕплĕ йышăнусем тума пултарни регионăн экономика хăватне çирĕплетме, аталантарма, унта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатма пулăшасси пирки иккĕленместĕп».

Раççей ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров: «Сасăлав кăтартăвĕсем суйлавçăсем Эсир регион умĕнчи пысăк ыйтусене татса памалли ăнăçлă йышăнусем тăвас ĕçе пысăк тỹпе хывнине кăтартаççĕ. Ĕненетĕп, граждансем ырлани Сире республика вăй-хăвачĕпе унăн инвестици илĕртỹлĕхне çĕклесе çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе тата та тăрăшарах ĕçлеме хушма хăват парĕ. Раççей Ют çĕршыв ĕçĕсен мини стерствинче Чăваш Ен администрацийĕпе унăн çĕршывсен хушшинчи тата тулаш экономика çыхăнăвĕсене çирĕплетес енĕпе алла-аллăн ĕçленине пысăка хурса хаклаççĕ. Çĕршывăн тулашри политикин пĕрлехи çул-йĕрĕ çинче ĕçтешлĕхе малалла тăсма хатĕр».

Мускав мэрĕ Сергей Собянин: «Суйлавçăсен шанăçĕ Сирĕн ят-сум пысăккине, регион ертỹçинче ĕçленĕ çулсенчи курăмлă кăтартусене çирĕплетет. Сире, хисеплĕ Михаил Васильевич, çирĕп сывлăх, ырлăх, пархатарлă ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем сунатăп».

 РФ Президенчĕ çумĕнчи Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Павел Астахов: «Регион Пуçлăхĕн должноçне суйланнă ятпа чĕререн саламлатăп. Ку - тỹрĕ кăмăлпа тивĕçнĕ çĕнтерỹ, мĕншĕн тесен Эсир - прогрессивлă, пултаруллă, çынсен шăпине, Тăван çĕршыв ырлăхĕн ыйтăвĕсене çывăха илекен ертỹçĕ. Патшалăхăн пысăк çак постĕнче ĕçлеме иксĕлми вăй-хал, пысăк компетентлăх, малашлăха курса тăни кирлĕ. Сирĕн çак пахалăхсем пур, эппин, умри тĕллевсене пурнăçлас енĕпе чăрмавсем тухса тăмĕç. Пулăшуçăсен çирĕп команди тата ĕçсен уçăмлă планĕ Сире яваплă ĕçре пулăшса пыччăр».

Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Илья Прокопьев: «Пирĕн суйлавçăсем Сирĕн ĕçри опытăра, тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăнине, йĕркелỹçĕ пултарулăхне тивĕçлипе хакларĕç. Вăрçă тата ĕç ветеранĕсем Сире, хаклă Михаил Васильевич, тăван республикăна аталантарас ĕçре малашне те çитĕнỹсем тума, Сире тата Сирĕн çывăх çыннăрсене ырлăх, телей сунаççĕ».

Мордва Республикин правительствин пĕрремĕш çумĕ - ялхуçалăхпа суту-илỹ министрĕ Владимир Сидоров: «Эпир Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн аталану çул-йĕрне курса, сăнаса тăратпăр, кỹршĕ республика пысăк çитĕнỹсем тунишĕн савăнатпăр. Продукци тухăçлăхĕ ỹсни те, çĕнĕрен-çĕнĕ проектсем вăй илни те Чăваш çĕршывне Атăлçи Федераллă округра малтисен ретне тăма май парать».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика