Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв ыйтăвĕ те,оборона промышленноçĕ те

03 октября 2015 г.

Михаил Бабич палăртнă тăрăх, Атăлçи федераци округĕ шыв ресурсĕсемпе чăннипех те пуян. Атăл-Кама бассейнĕ ку тĕлĕшпе пысăк вырăн йышăнать. Анчах шыва вараланă тĕслĕхсем те çук мар.

Тепĕр фактор - çутçанталăк пулăмĕсене кура юханшывсем ăшăхланма тытăнни. Специалистсем палăртнă тăрăх çакă 2029 çулчченех тăсăлмалла. Шыв чакни экологипе экономика ыйтăвĕсене самаях çивĕчлетет. Юханшывсем тăрăх грузсем турттарассин хайхаклăхĕ те ÿсет. Çавна май автоçулсемпе усă курасси, вĕсене тытса тăрас тăкаксем те пысăкланаççĕ. Юлашки 5 çулта кăна ку тĕлĕшпе тăкаксем 3 миллиард тенкĕпе танлашнă.

Çивĕч ыйтусене татса пани Чулхула облаçĕнчи Пысăк Козино поселокĕн районĕнче транспорт гидроузелне туни. Проект 41,5 миллиард тенкĕпе танлашать. Кĕçех вăл пурнăçланма тытăнĕ.

Николай Патрушев шухăшĕпе шыв ресурсĕсемпе эффективлă усă курни экономика аталанăвĕпе экологи хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене татса пама май парĕ. Анчах ку тĕлĕшпе ĕçлемелли сахал мар. Вăл та шыв объекчĕсене варалани çивĕч ыйту пулнине палăртнă. Тепĕр ыйту - çынсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси.

Николай Патрушев каланă тăрăх, çĕршывăн оборона промышленноçĕ валли кадрсем хатĕрлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах ку енĕпе çитменлĕхсем те çук мар иккен. 2013-2014 çулсенче кăна професси вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисен 20 проценчĕ çеç оборона предприятийĕсенче ĕçлеме кăмăл тунă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика