Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене - хавас кăмăл

03 октября 2015 г.

Уяв мероприятине Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Дмитриев уçрĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсене ăшшăн саламларĕ, паянхи çамрăксемшĕн тунă ырă ĕçсемшĕн тав турĕ. Ватăсенчен чылайĕшĕ халĕ те пире пысăк пулăшу кÿрсе тăраççĕ, пурнăçра тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Уяв пограммине Сергей Кудряшов, Ольга Бибукова, Алĕна Петрова, Татьяна Яковлева тата Елена Муравьева «Когда старость в радость» ятлă юрăпа пуçларĕç. Шăмăршăри «Ромашка» ача садне çÿрекен пĕчĕк артистсем те

(илемлĕх ертÿçи О.Бибукова), «Антонина» ачасен ташă ушкăнĕ те (ертÿçи А.Нефедова) ватăсене хавас кăмăл парнелерĕç. Çавăн пекех халăх театрĕн артисчĕсем те - Татьяна Давыдовапа Валентина Львова - шÿтлĕ номерпе куракансене савăнтарчĕç. 
Концерт асамлă юрă-кĕвĕ тĕнчине йыхăрчĕ, пухăннисен кăмăлне çĕклерĕ. Çавăн пекех ватăсене Культура керменĕн фойинче йĕркеленĕ «Чтобы осень была золотой» курав та, «Пирĕн çывăх туссем» ятлă ÿкерчĕксен выставки те питĕ кăмăла кайрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика