26 сентября 2015 г.
Ун ĕçне Чăваш Республикин Ертÿçин Администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ - шалти ĕçсен политикин управленийĕн ертÿçи Сергей Артомонов, районти депутатсен Канашĕн депутачĕсем, район администрацийĕн структура тытăмĕсен ертÿçисем, район прокурорĕ Сергей Егоров, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, депутатсен суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Владимир Тихонов паллаштарнă, çĕнĕрен суйланнă депутатсене удостоверенисем панă.
Халăх суйлавçисем çавăн пекех депутатсен Канашĕн секретарьне те суйланă.