Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, кăмпи - хура кăрăç, уплюнкка…

26 сентября 2015 г.

Кăмпа пуçтарассине çулçÿрев евĕр йĕркеленĕ наци паркĕн специалисчĕсем. Çав кун вăрмана канма   тухнă  çынсем тĕрлĕрен «станцисенче» пулса курчĕç. Пĕринче чиперкке Хĕрлĕ Калпакпа  тĕл  пулчĕç, пирĕн асаннесем ĕлĕк-авал кăмпаран хатĕрленĕ апат-çимĕç рецепчĕсемпе паллашрĕç. Тепринче - Шăна кăмпи çинчен йĕркеленĕ фотокуравпа кăсăкланчĕç. Ун хыççăн  "Упа патĕнче хăнара" экологи сукмакĕ те интереслĕ иртрĕ.

Çулçÿрев вĕçленсен  вара  кăмпаçăсем  вăйă лапамне пырса тухрĕç.  Ярмарка-курав   кĕтсе тăнă  вĕсене хальхинче.  Пĕтĕмпех кăмпа - ăшалани те, типĕтни те, тăварлани те... Кăмăлна кайсан,  туянма та пулать иккен! Унсăр пуçне кăмпа çинчен  викторина,  тĕрлĕ тупăшусем йĕркеленĕ. Çавăн пекех çутçанталăка юратакансем экологи сукмакĕн хуçисемпе -  Упапа  унăн тусĕсемпе Арçурипе Вупăр карчăкпа - хаваспах асăнмалăх фото ÿкерĕнчĕç.  

      Кану пурне те кăмăла кайрĕ. Вăрманти шăплăхпа киленни, хĕрлĕ-сарă çулçăсен илемне курса савăнни, хыр вăрманĕн техĕмлĕ шăршиллĕ сывлăшĕпе  кăкăр тулли  сывлани тепĕр кĕркуннечченех  асра юлĕ. Сывлăхшăн та питĕ усăллă вăрманта кăмпа пуçтарни:   хускану  туни сиплĕ!

     Юлашкинчен  кăмпа яшки çисе савăнчĕç лăпкă сунара тухнисем. Конкурссенче палăрнисем парнесене тивĕçрĕç. Пуринчен те пахи вара, паллах,  парне мар, хавас кăмăл, сывлăха уçă сывлăшра тĕреклетни.

                                            С.ЛАРИОНОВА,

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн экологипе туризм пайĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика