Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăх ачасене усрава илекен çемьесене - пулăшу

26 сентября 2015 г.

Автокараван Шăмăршă районне сентябрĕн 24-мĕшĕнче килсе çитрĕ.  Мероприяти районти Культура керменĕнче иртрĕ. Пухăннисен умĕнче - ачасене усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсем,  тăлăх ачасем, социаллă педагогсем, Чăваш Министерствин психологипе педагогика, реабилитаципе коррекци центрĕн специалисчĕсем пулчĕç. Унта -  районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Ендиеров   тухса калаçрĕ.  Николай Иванович тăлăх ачасене усрава илнĕ çемьесене тав сăмахĕ каларĕ, çак ĕçре палăрнă хăшпĕр çемьесене Тав  çырăвĕсем пачĕ.

Кун хыççăн  хăнасем те тухса калаçрĕç: В.Ковшова, Г.Самсонова. Вĕсем тăлăх ачасене усрава илнĕ çемьесене еплерех пулăшу  кирли çинчен пĕлтерчĕç.  Çавăн пекех районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ  Л.Сергеева  та  сăмах илчĕ. Социаллă аталану пайĕн эксперт-специалисчĕ О.Захарова çемьери йĕркесĕрлĕхе маларах тупса палăртас  енĕпе районта епле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ.  Çул çитмен çамрăксем закона пăсассине  хирĕç ĕçлекен полицин Шăмăршă уйрăмĕн  инспекторĕ  Н.Мазякова та йĕркене пăхăнмалли пирки  аса илтерчĕ.

Юлашкинчен, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн, пухăннисем  3 секцине пайланса  калаçăва   малалла тăсрĕç.

     Çак кун тăлăх ачасене  усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсем пур ыйтусемпе те консультаци  илме пултарчĕç.

Тăлăх ачасене усрава илни, вĕсемшĕн тăрăшни, пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшни - чăннипех те пархатарлă ĕç. Çак пулăма урăх нимĕнпе те хаклаймăн. Ку - сăваплăх.

Л.СЕРГЕЕВА,

вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика