30 сентября 2015 г.
Ытларах чухне эрех-сăрана лавккара туянатпăр-ха. Анчах, тепĕр чух, суррогат продукцийĕ те леккелет. Хамăр районтах çакнашкал алкогольпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем пĕрре çеç мар пулнă.
Юрĕ, эрех - эрехех. Ялсенче вара ханша юхтарса сутни пăшăрхантарать. Мĕнрен кăна хатĕрлемеççĕ ăна - чĕкĕнтĕртен пуçласах. Хăшĕсем, çак шĕвек хăватне ÿстерес тесе, чăх каяшне те яраççĕ теççĕ. Хакĕ пысăках мар - анчах хăватлă. Эрех-сăрапа туслисем вара кашни ялтах сахал мар - хăйсем мĕн ĕçнине пĕлмесĕр лĕркеççĕ вĕт. Юрать-ха, хăшĕсене васкавлă пулăшу вăхăтра çăлса хăварать. Ĕлкĕреймесен...
Кам ниçта та ĕçлемест, укçи çук – урамри çынсенчен вунă, çирĕм тенкĕ укçа ыйтаççĕ. Çăкăр илме мар - аптекăра фанфурик туянма. Тухтăрсем каланă тăрăх, çак шĕвек те сывлăхшăн хăрушă.
Эп çамрăк çын мар ĕнтĕ - сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыратăп. Çамрăксене çапла калас килет: ачамсем, эрех-сăрапа ан туслашăр.
Ханша тенĕрен, ăна ан ĕçĕр лайăх тесе шанса.
Пĕрре-иккĕ ĕçрĕн - виççĕмĕш хутне те туртатех. Маларах каларăм: ханша пахалăхне шанма çук. Хăватлă тетпĕр те, вăл ураран ÿкерсе вăхăтсăр масар çине çитерет.
В.МУЛЕНДЕЕВ, ĕç ветеранĕ.
Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ.