07 октября 2015 г.
Çак комиссие федерацин, Раççей субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен патшалăхăн импорта хамăрăн продукципе улăштарассипе çыхăннă патшалăх политикине тытса пыма туса хунă. Ларăва хутшăннисем - федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен ертỹçисем, регионсен пуçлăхĕсем, бизнес-пĕрлĕх представителĕсем - федераци субъекчĕсен импорта улăштарас ĕçри пĕлтерĕшне, комиссин ĕç планне сỹтсе явнă. Правительство пуçлăхĕ Дмитрий Медведев палăртнă тăрăх - федераци тата регионсен шайĕнче промышленноçа пулăшмалли механизмсене туса хунă ĕнтĕ. «Регионсем вĕсемпе усă кураççĕ, çавна май пĕр-пĕрин ăнăçлă опычĕпе паллашни, чи лайăх тĕслĕхсене тиражлани пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл. Чăваш Ене илес-тĕк - импорта хамăрăн продукципе улăштармалли патшалăх политики республикăра ăнăçлă пурнăçланать. Тивĕçлĕ «çул-йĕр карттине» çирĕплетнĕ. Промышленноç предприятийĕсем чикĕ леш енчен кỹрекен чĕртавара, комплектламалли хатĕрсене Раççей аналогĕсемпе улăштараççĕ. Республика территорийĕнче ĕçлекен производствăсене анлăлатас, çĕннисене уçас тĕллевлĕ инвест-проектсем пурнăçланаççĕ.
«Хыпар».