07 октября 2015 г.
Çук, манмаççĕ вĕренекенсемпе ĕçтешĕсем пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă учительсене. Вĕсене хăйсем ĕçленĕ шкула чĕнсе йыхравланă, ятарласа уяв программи хатĕрленĕ. Кашни вĕрентекене ачасем шкул умĕнче чечек çыххипе, хăйсем ăсталанă саламлă çырупа кĕтсе илнĕ. Мĕн чухлĕ ырă сăмах илтсе савăннă тивĕçлĕ канури учительсем! Тата ачасем вĕсен ячĕпе шăрантаракан сăвă-юрă епле чуна çĕклентермĕ? Тав сăмахĕсем кăна илтме пулать ĕçтешсенчен. Кашни ветерана тимлĕх уйăрнăшăн, чăн-чăн уяв парнеленĕшĕн вĕрентỹ пайĕн ертỹçине Н.Ендиерова, шкул дирекцине пурте чĕререн тав тăваççĕ. Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлесе пенсие тухнă учительсене вара Вĕрентекен кунĕ канма Наци паркне илсе кайса килнĕ. Тĕрлĕрен сывлăх сукмакĕсем тăрăх утса çỹрени, вăрманти уçă сывлăшпа киленни, вăйă- кулă, паллах, çулçỹреве хутшăннă ветерансен сывлăхĕшĕн питех те усăллă, пĕрлех хавас кăмăл та парнелет. "Упа патĕнче хăнара" пулни, вупăр карчăкĕпе юнашар тăрса сăн ỹкерĕнни нумайччен асра юлĕ. Çакăн пек иртнĕ районти шкулсенче учительсен праçникĕ. Вĕрентекенсем уявпа питех те кăмăллă!
Г.ИВАНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.