07 октября 2015 г.
Эпĕ астунă тăрăх, çак организацин ячĕ тĕрлĕренччĕ, ăна нумай çын ертсе пычĕ. «Гранит» тени вара темшĕн асра юлнă. Ун чухне Вячеслав Кириллович Захаров ĕçлетчĕ. Пурне те хапăлччĕ вăл. «Росгосстрах» халĕ Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕн филиалĕ шутланать, унăн ĕçне Марина Матвеева ертсе пырать. - Никамăн кăмăлне те хăвармастпăр. Пирĕн ĕçпе страхланакансем яланах кăмăллă, - тет вăл. Кунта ĕçлекенсен йышне пысăк теме çук - çавах коллектив пысăк ĕç тăвать. Шанăç та пур: кĕтмен инкек-синкекрен вăхăтра пулăшать. Çавăнпах ĕнтĕ страхланакансен йышĕ те çулсерен ỹссе пырать. Вĕсем халĕ те йышлă. Кăçал кăна филиал тĕрлĕ енĕпе 112 çынна курăмлă пулăшу панă. Филиала Татьяна Давыдова, Елена Абса- лямова менеджерсем те пысăк пулăшу параççĕ. «Росгосстрах» - 94 çул халăхпа пĕрле. Хальхи вăхăтра çынсен ыйтăвĕсене 30 страховани агенчĕ тивĕçтерет. Вĕсен хушшинче ĕç ветеранĕсем те сахал мар. Сăмахран, çак ĕçре Антонина Урмаева чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хунă. Ветеран халĕ те хăйĕн ĕçне пăрахма шутламасть-ха. Людмила Любезнова пирки те çакнах каламалла. Çамрăксен унран вĕренмелли пайтах. Нина Измайлова пирки те начар сăмах калаймăн: кашни çын кăмăлне тупма пĕлет. 36 çул страховани агентĕнче ĕçленĕ Е.Малеева тата Н.Федорова та - хисеплĕ ветерансем. Вĕсен усăллă канашĕсем, вĕрентсе калани паян ĕçлекенсемшĕн те вырăнлă. В.МИХАЙЛОВ.