Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палтиел шкулĕнче - ÇЫРАВÇĂСЕМ

07 октября 2015 г.

Палтиел шкулĕнче - ÇЫРАВÇĂСЕМ

 Хăнасене шкул умĕнче чăваш тумĕ тăхăннă ачасем çăкăр-тăварпа тата чечек çыххисемпе кĕтсе илчĕç. Уява чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.Свеклова питĕ тĕплĕ хатĕрленнĕ. Мероприяти программи анлă та пуян. Залра «Çивĕч перо» литература кружокне çỹрекен ачасен пултарулăх ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. Унтах - уяв хăнисен поэзи ăсталăхĕн куравĕ: сăвă кĕнекисем, дисксем. Зинаида Ивановна хăй те «Шăмăршă хыпарĕн» тата республикăра тухса тăракан хаçат-журналсен хастар обществăлла корреспонденчĕ. «Халăх шкулĕ» журнал, «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсем унăн сăввисене, ста- тйисемпе очеркĕсене хаваспах пичетлеççĕ. Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕнчен вĕренсе тухнăранпах (1986) – вăтăрмĕш çул! - вăл шкул ачисене те çырав ĕçне явăçтарать. Кружока çỹрекенсем сăвă-калав çырма, заметка, статья шăрçалама хăнăхаççĕ. Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен ачасен сăввисене район хаçачĕн тата республикăра тухса тăракан «Тантăш» хаçатăн страницисенче час- часах куратпăр. Çавăн пекех сцена çинче - «Константин Иванов – чăваш поэзийĕн классикĕ» ятлă электронлă курав. Литература праçникĕ Чăваш Республикин Гимнĕпе уçăлчĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă чипер хĕрсем - ертсе пыракансем - хăнасене сăмах параççĕ. Поэтсем - малтан Зоя Сывлăмпи, ун хыççăн Нина Пăрчăкан - хăйсен пултарулăх çулĕпе паллаштарчĕç, сăввисене чуна пырса тивмелле вуларĕç. Сăвă йĕркисем пĕринчен тепри илемлĕ, витĕмлĕ янăраççĕ, залра итлесе ларакан шкул ачисемпе вĕрентекенсене шухăша яраççĕ. Сăмах ăстисенчен кашниех 7-8 кĕнеке кăларма ĕлкĕрнĕ. Вĕсен сăввисемпе усă курса композиторсем юрăсем те хываççĕ. Чăваш Наци радиовĕпе час-часах итлетпĕр эпир вĕсен юррисене. Нина Пăрчăкан, уçă саслăскер, хăйĕн сăввисемпе кĕвĕленĕ хăш-пĕр юрăсене çĕкленỹллĕ туйăмпа шăрантарчĕ. Залра ларакансем вĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Ачасем те хутшăнчĕç уява - сăвăсем вуларĕç, юрăсемпе савăнтарчĕç. Уйрăмах хăйсен сăввисене вулакан шкул ачисем асра юлчĕç. Акă, сăмахран, 9-мĕш класра вĕренекен Оля Долгова. Вăл республикăри «Чăваш енĕн черчен чечекĕсем» фестивалĕн «Хам çырнă хайлав» номинаци призерĕ, «Тантăш» хаçатăн 2013-çулхи лауреачĕ, районти илемлĕ вулакан сăвăçăсен конкурсĕн дипломанчĕ. Ольăн хăй çырнă «Кукаçейĕм пулнă вăрçăра...» сăввине хумханмасăр итлеме май çук. Екатерина Долгова та республика шайĕнчи «Тăван çутçанталăк асамлăхĕ» конкурсăн «Планета çинчи пурнăçшăн эпир яваплă» номинаци çĕнтерỹçи, «Тантăш» хаçата çырсах тăрать. Çавăн пекех Аня Стратилатован, республикăри «Çĕр çинчи пурнăçшăн» конкурсăн лауреачĕн, районти чăваш чĕлхипе литература олимпиадин призерĕн, Çĕнтерỹ кунне халалласа çырнă сăвви те пурне те килĕшрĕ. Юля Юманова, 7-мĕш класра вĕренекен, «Çивĕч перо» кружокăн хастар членĕ, иртнĕ çул районти сăвăçсен хушшинче ирттернĕ илемлĕ вулакансен конкурсне хутшăннă. Татьяна Долгова 5-мĕш класра çеç-ха, хăйĕн сăввисемпе тухса çỹреме ĕлкĕреймен. Вăл Константин Иванов поэтăн «Икĕ хĕр» хайлавне питĕ ăста вуласа пачĕ. Чаплă мероприяти «Çивĕч перо» кружок ертỹçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ З.Свеклова «Çĕнтерỹ кунĕ» ятлă сăввине вуланипе вĕçленчĕ, Çапла поэзин тыткăнне лекрĕмĕр Палтиел шкулĕнче. Поэзин асамлă вăйĕ кашнинех хумхантарчĕ, ырă туйăмсем вăратрĕ. Хăнасем те çак тĕрлĕ наци ачисем вĕренекен шкулпа кăмăллăн уйрăлчĕç. Кунта пурте пĕр-пĕрин чĕлхине ăнланаççĕ, пур халăхăн культурине те хисеплеççĕ. Данил Ялалтдинов тутар чăвашла сăвă вулать, чăваш хĕрĕсем киленсех тутар ташшине ташлаççĕ, ирçесем чăвашла юрлаççĕ. Çапла пĕр туслă çемьере ĕмĕртен килĕштерсе пурăнаççĕ Палтиел тăрăхĕнче пурăнакан- сем. Чăваш халăхĕн мухтавлă классикĕн К.Ивановăн сăввисем те пурне те çывăх – вырăса та, тутара та, ирçене те. Çакнашкал литература уявĕ Литература çулталăкĕнче кашни шкултах иртсен питех те лайăх пулĕччĕ. 

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика