Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрлама та ташлама эпир яланах ăста

10 октября 2015 г.

Юрлама та ташлама эпир яланах ăста

Çак кунсенче кăна-ха ирçесен «Умарина» фольклор ушкăнĕ чĕннипе Палтиелĕнчи Культура центрне çỹрекенсем Патăрьел районĕнчи Çăкач ялĕнче хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çакăн хыççăн фольклор ушкăнĕ Палтиелне çитсе курас кăмăлĕ пуррине те палăртнă. Пирĕн ентешсен номерĕсене куракансем ырласа, нумайччен алă çупса йышăннă. «Чăваш ак çапла юрлать тата ташлать» номерех мĕне тăрать! Ытти юрăсем те итлекенсене килĕшрĕç. Мероприятие хутшăнакансем ытти ялсенчен те пулчĕç. Куракансем Кивĕ Шăмăршăри Галина Соболева, Нина Ларшникова, Анат Чаткасри Алена Лукианова шăрантарнă чăваш юррисене хапăл туса йышăнчĕç. Аслă ỹсĕмрисене çамрăксен улăштармалла. Вĕсемшĕн - çул уçă. Ачасем - Аксинья Долгова тата Олеся Макарова хăйсен юррисене мĕнле янăратнă пирки хаçатра сăмахпа калама çук - итлени кирлĕ. Татьянăпа Николай Долговсенех илер. Вĕсене районта пĕлмен çын çук тесен те юрать. Вĕсем хальхинче те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе, хăйне евĕрлĕ сассисемпе савăнтарчĕç. Программăра юморпа кулăш сценкисем те пулчĕç. Программăн тĕп кульминацийĕ - «Акăшпи» фольклор ушкăнĕ вăйă картине кăтартса пани. Сăмах май, хальлĕхе Палтиелĕнчи Культура çурчĕ çумĕнче вунпĕр коллектив шутланса тăрать. Пирĕн хамăрăн спонсорсем те пур. Нумаях пулмасть кăна-ха хамăр ялта çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Ираида Петроваран «Акăшпи» ансамбль тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе пуянланчĕ. Т.ДОЛГОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика