Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăлас мар тесен - ташла

10 октября 2015 г.

 Калаçу клуб учрежденийĕсене хĕллехи ăшă парса тăмалли тапхăра хатĕрлесе çитерес пирки пулчĕ. Пухăннисен умĕнче районти «Клубсен тĕп тытăмĕн» директорĕ Валентина Львова тухса калаçрĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалли çинчен аса илтерчĕ. Кун пирки тĕплĕнрех Василий Мартыновский хушса каларĕ, клубра ĕçлекенсемпе инструктаж ирттерчĕ. Татьяна Давыдова методист кану вăхăтĕнче дискотекăсенче ирттермелли илĕртỹллĕ программăсемпе паллаштарчĕ, планпа пăхнă мероприятисене вăхăтра пурнăçласа пымаллине астутарчĕ. Канашлу Антонина Нефедова кăтартнă ташă- сен мастер-класĕпе вĕçленчĕ. Владимир Петьков, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе çапла каларĕ: - Ташă вăй-хăват хушать, кăмăла çĕклентерет. Ăна йĕркелеме нимех те кирлĕ мар. Çавăнпа та культура ĕçченĕсен ташă каçĕсем тăтăшах ирттермелле, ял çыннисене илемлĕ ташлама вĕрентмелле. Сывлăх та çирĕпленĕ, кĕлетке те тĕреклĕрех пулĕ.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика