Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хĕрлĕ автан» ан сартăр çунатне

10 октября 2015 г.

Тĕслĕхрен, октябрĕн 8-мĕшĕ тĕлне кăна «хĕрлĕ автан» вунпилĕк хутчен «çунат сарнă». Пĕтĕмĕшле тăкаксем - пилĕк миллион тенкĕ патнеллех. Пушарсем ытларах чухне çынсем пурăнакан секторта тухаççĕ. Сăлтавĕсем - вут-çулăмран сыхланмалли, электрооборудованипе усă курмалли йĕркесене пăсни. «Пурăнмалли çурт-йĕр» тата «Хутса ăшăтмалли тапхăр» операцисен сезонлă вăхăтне мĕнле хатĕрленине Чукал ял тăрăхĕнчи 26 хуçалăхра тĕрĕсленĕ, 38 çынна пушар хăрушсăрлăхĕ пирки асăрхаттарнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ял тăрăхĕсенчи хуçасăр объектсенче, кил-çуртсăр пурăнакан çынсем пырса вырнаçнă вырăнсенче пушарсем ытларах тухаççĕ. Пĕччен çынсемпе ватăсем те тепĕр чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнсах каймаççĕ - камăн кăмаки юсавсăр, е электропроводкăсене чылайранпа улăштарман. Газпа та, электроприборсемпе те яланах асăрхануллă пулмалла. 

Надзор тĕрĕслевĕн районти уйрăмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика