Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçленĕ - ĕçсене вăхăтра вĕçленĕ

14 октября 2015 г.

- Пирĕн ĕçченсем çанталăк улшăнăвĕсене кĕтсе ларман - уй-хирти ĕçсене пĕтĕмĕшпех вĕçлерĕмĕр темелле, - терĕ район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи В.Алексеев. Çанталăкпа çапăçаймăн: вăл хăш çул мĕнлерех килет - никам та пĕлеймĕ. Çавах та кăçал районта вунпĕр пин тоннăна яхăн тырă çапса илнĕ. Тухăç - кашни гектартан вăтамран 17 центнер. Пĕр шутласан, сахал мар темелле. Çав вăхăтрах хăш-пĕр хуçалăхĕсенче кĕлетсене ытларах та тырă кĕртнĕ. Вăрлăх енĕпе те чăрмавсем пулмалла мар. Çитес çулхи тухăç никĕсне кăçалах хывса хăвармалла. Эппин, çĕре вăхăтра сухаламалла. Ку тĕлĕшпе те хуçалăхсенче ĕçсем начар мар пыраççĕ. Кăçал кĕр тыррисене кăна икĕ пин гектар ытла акса хăварнă. Вăхăтра çумăрĕ çусан, ытла шăрăх пулмасан тухăç килес çул та пысăк пулĕ. Çакна шанас килет. Юлашки вăхăтра тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ ỹссе пыни палăрать. Выльăх пулсан утă-улăм та, сĕтеклĕ апатсем те кирлĕ. Çитес хĕл валли хуçалăхсенче 2600 тонна утă хатĕрленĕ, сенажа вара 3680 тонна таранах хывса хăварнă. Силос та çителĕклĕ. Пĕтĕмлетсе шутласан, кашни условнăй выльăх пуçне 29 апат единици тивĕçмелле. 

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика