Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ачасен апачĕ пахалăхлă пулмалла»

14 октября 2015 г.

 Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тата шкул çулне çитичченхи ачасен вĕренỹ организацийĕсенче кăçалхи 4-мĕш кварталпа 2016 çулхи çур çулта апат хакĕ еплерех пулассипе ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов паллаштарнă. «Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх - шкул çулне çитичченхи ачасен вĕренỹ организацийĕсенче çитерекен апат хакĕ 2015 çулхи январьтен тытăнса палăрмаллах улшăнман. 2016 çулхи пĕрремĕш çур çултан хăпарать». Хальхи вăхăтра ачана садикре пăхнăшăн ашшĕ-амăшне кашни куншăн 55-91,15 тенкĕ тỹлеттереççĕ. Михаил Игнатьев хаксем самаях ỹснине ырламаннине сỹтсе явма тытăнсанах палăртнă. «Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта хака нумай хăпартасшăн, - тенĕ. - Садиксене çỹрекен ачасене тутлăрах çитермеллине эпĕ лайăх пĕлетĕп. Анчах ашшĕ-амăшсенчен ытларахăшĕ вăтам тупăш илекен ушкăнран пулнине манар мар. Садиксен апат-çимĕçе йỹнерех хакпа туянса тỹлеве ашшĕ-амăшне тивĕçтермелле тытса тăмалла». Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ организацийĕсенче çитерекен ирхи апат 5,18 тенкĕрен (Шăмăршă) пуçласа 30,02 тенкĕ (Улатăр) таран, кăнтăрлахи апат 8,41 тенкĕрен (Шăмăршă) тытăнса 65,28 тенкĕ (Элĕк) таран. Килес çулхи пĕрремĕш çур çулта шкулсенче çитерекен апат хакĕ 10-15 процент ỹсме пултарать. 

Ю.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика