Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп-и… Сыхланăр!

14 октября 2015 г.

Грипп-и… Сыхланăр!

 Çак чир ытларах ачасем хушшинче хăвăрт сарăлать. Сыхланма пулать-и унран? Пĕлетпĕр ĕнтĕ, грипп вирусĕ сывлăш, сунас урлă ерет. Чир ỹт-пỹ температури 38-40 градус таран ỹснинчен пуçланать, пуç ыратать, пыр шыçма пултарать, çан-çурăмпа мышцăсем сураççĕ, типĕ ỹслĕк тытăнать. Вăхăтра сипленмесен, чир вăраха кайма, йывăр иртме пултарать. Чи хăрушши вара, чир шала кайса пневмони, бронхит, отит, синусит, миокардит е ытти чир пуçланни. Çавăнпа та грипп профилактики питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ, «Сывлăх» наци проектне халăха гриппа хирĕç вакцинаци тăвассине кĕртнĕ. Гриппа тата ОРЗпа (респираторлă чирпе) чирлес фактора маларах палăртни тата чирлĕ çынна çичĕ кун таран ыттисенчен уйрăм тытни чир хăрушлăхĕсене сирсе яма май парать. Грипп чирĕн малтанхи паллисем палăрсанах çыннăн вырăн çинчен тăмалла мар. Вĕри чей, морс нумай ĕçмелле, медицина сĕнĕвĕсене пăхăнмалла. Гриппа чирлĕ çыннăн хăй тĕллĕн сипленме кирлĕ мар, врачпа канашла- малла. Çакна уйрăмах ачасене тата аслăрах çулхисене сыватнă чухне асра тытмалла. Чирлĕ çынна килти условисенче уйрăм пỹлĕме вырнаçтармалла. Пỹлĕме тăтăш уçăлтарса тăмалла, урайне тата вăл усă куракан япаласене дезинфекци хатĕрĕсемпе сăтăрмалла. Чирлĕ çынпа ытлах хутшăнмалла мар - ăна пăхса тăнă вăхăтра медицина маски тăхăнмалла. Паянхи куна илсен, грипп профилактики валли районта тĕрлĕ эмелсем çителĕклĕ. Васкавлă тата планпа палăртнă профилактика ĕçĕсем туса ирттерме вируса хирĕç кĕрешекен (афлубин, арбидол, кагоцел) препаратсемпе, врачпа канашланă хыççăн, усă курма юрать. Çакна та асра тытмалла: инфекци таса мар алăсенчен хăвăрт куçать. Ятарлă сăнавсем кăтартнă тăрăх, алăcем сăмсапа, куçсемпе, сурчăкпа куллен 300 хут таран контактра пулаççĕ. Алă панă чухне, алăк хăлăпĕсем тата ытти япаласем урлă вируссем сывă çынсен аллисене лекеççĕ, унтан сăмсана, куçсене, çăвара куçаççĕ. Çавăнпа чир сарăлнă вăхăтра пĕр-пĕрне питех алă памалла мар. Алăсене вара час-часах супăньпе çумалла. Гриппран мĕнле хỹтĕленмелле-ха? Чи малтанах: - грипп уйрăмах анлă сарăлнă тапхăрта чирленĕ çынсемпе хутшăнасран асăрханмалла, ачасем тата халăх йышлă пухăнакан çĕрте, обществăлла транспортра сахалрах пулмалла; - куллен организма çирĕплетмелле, уçă сывлăшра ытларах пулма тăрăшмалла; - белокпа иммун тытăмне йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшакан витаминсемпе (А,С,Е тата В ушкăнри витаминсем) пуян апат çимелле; - гриппа ОРВИ уйрăмах алхаснă вăхăтра организмăн чирсене хирĕç кĕрешес хăватне ỹстерекен препаратсем-витаминсем, иммунал, элеутероккок, афлубин, анаферон, арбидол ĕçме юрать. Сăмсана тумлатма тата сĕрме интерферон препарачĕсемпе (шĕвек, маç) усă курма пултаратăр. Чи шанчăклă сывлăх мелĕ вара - прививка. Вакцина грипп вирусĕн тĕрлĕ тĕсĕнчен, темле хăрушшисенчен те, хỹтĕлет. Чĕрĕ вирус хушман вакцинăпа кăкăр ачисене те ултă уйăхран пуçласа прививка тума юрать. Ку вакцинăна кирек кам та лайăх чăтса ирттерет. А.СЕМЕНОВА, врач-инфекционист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика