14 октября 2015 г.
Анчах та вĕсенчен чылайăшĕ малашлăх пирки – пенси тапхăрĕ пирки – шутласах каймасть. Ватлăх çитеспе ĕлкĕретпĕр, теççĕ пулас. Пенси çулĕсене сывлăхпа тата тивĕçлĕ пенсипе пурăнса ирттерес ыйту кашнинех çамрăклах интереслентермелле. Çак тема тавра калаçу пычĕ те нумаях пулмасть Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта Чăваш Респу- бликинчи Пенси фончĕн программăпа тивĕçтерекен уйрăмĕн пуçлăхĕпе С.Никоновăпа. Светлана Николаевна аслă классенче вĕренекенсемпе тĕлпулу ирттерчĕ, пирĕн çĕршывра пенси тытăмĕ епле пуçланса кайни, пенси мĕнле пайсенчен тăни çинчен каласа пачĕ. Халĕ шкултан вĕренсе тухакансен мĕн пĕлмелле-ха? Пенси виçи ватлăхра кашнинех тивĕçтертĕр тесен, ĕç биографийĕ пуçланса кайнă кунтанах пенси виçине ỹстерес енĕпе тăрăшмалла. Ăна ỹстермелли майсем çук мар. Специалист вĕсемпе шкул ачисене тĕплĕн паллаштарчĕ. Чи кирли, пуçлăхпа йĕркеллĕ килĕшỹ (договор) туса страховани тỹлевĕсене вăхăтра тỹлесе пыни. Çакнашкал майпа çеç ватлăхра лайăх пенси илсе тăма пулĕ. Шкул ачисем С.Никоновăна тимлĕн итлесе ларчĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç. Пенси мĕнле пуласси веçех хамăртан килет - çапла пĕтĕмлетỹ турĕç калаçу вĕçленсен яшсемпе хĕрсем.
Н.УГАРИНА.