Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача кĕнеке вулатăр

14 октября 2015 г.

Ача кĕнеке вулатăр

Кĕнеке вулама юратакан ачана епле çитĕнтермелле-ха? Тен, çак сĕнỹсем сире пулăшĕç: 1. Кĕнекепе ачана утма пуçличченех паллаштармалла. Малтанласа ăна кĕнекери хитре ỹкерчĕксене кăтартмалла, унтан пĕчĕкрех сăвăсемпе юмахсене вулама пикенмелле. Кĕнеке юратасси ачан шкул çулне çитичченхи тапхăрĕнче аталанать. 2. Пепкесене кĕнеке кашни кун вуласа памалла. Уйрăмах вĕсем çывăрас умĕн итлеме юратаççĕ. Çакна йăлана кĕртмелле. 3. Ачасем валли хăйсен çулне кура кĕнеке тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле. Хăвăр пĕчĕк чухне мĕнле кĕнекесем кăмăлланине аса илĕр. Вĕсем çинчен ачăрсене каласа кăтартăр. Çакă ачана хăвăрпа çывăхланма та, юратнă кĕнекĕрпе туслашма та пулăшать. 4. Çĕнĕ кĕнекене тĕплĕн пăхса илĕр. Çиелтен пăхма илĕртỹллĕ курăнсан та, содержанийĕ ачана килĕшмессе пултарать. Пĕчĕк ачасене хăратакан калавсем те пулма пултараççĕ. Ун пек кĕнеке ачана яланлăхах хăйĕнчен сивĕтет. 5. Кĕнеке туянма ачапа çỹрени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкул çулне çитмен ача хăйне кĕнеке суйлама ирĕк панăшăн питĕ хĕпĕртет, хăйне пысăк çын пек туять. Енчен те унăн кĕнеки сире килĕшмесен, кун пирки питĕ сăпайлă каламалла, урăх кĕнеке суйласа илме сĕнмелле. 6. Ачана вулама вĕренме хистемелле мар. Вăл хăех çак утăм патне çитмелле. Ку ĕçре ăна хавхалантармалла çеç. Сăмахран, мĕнле те пулин вăрăм калава вулама пуçлăр та чи интереслĕ саманта çитсен чарăнăр. Çапла майпа ача малаллине чăтăмсăррăн пĕлесшĕн çунать. Унăн вулама вĕренес килет. 7. Çакна та яланах асра тытăр: воспитани ĕçĕнче чи витĕмли - аслисен тĕслĕхĕ. Хăвăрăн алăрта та кĕнеке час-часах пултăр. Эсир кĕнеке вулама юратнине ача курса тăтăр. Çемьере аслисем кĕнекепе ларнине курса ỹсекен ача пушă вăхăтне компьютер умĕнче кăна ирттермĕ.

А.ЗАЛАЛТДИНОВА, «Сказка» ача сачĕн педагог-психологĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика