Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çĕрте те - асфальт

17 октября 2015 г.

 Вăл вăхăтра, тен, çакă çапла та пулнă пулĕ. Халĕ вара ун пек калаймăн. Хамăр районах илер-ха. Пирĕнни пек такăр та лайăх çулсем республикăра та çук темелле. Вĕсене юсас, тытса тăрас тĕлĕшпе кашни çулах çине тăрса ĕçлетпĕр, сахал мар укçа-тенкĕ уйăратпăр.Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево автоçул республика пĕлтерĕшлĕ шутланать. Кăçал кăна çулăн 5 километрне юсанă, 25 миллион тенке яхăнлăх ĕç тунă. Юсава «Ремис» ООО пурнăçланă. Ялсен хушшинчи çулсем те йĕркеллĕ пулмалла, çынсен, транспорт хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтермелле. Кăçал, сăмахран, Шăмăршă-Анат Чаткас-Красный Ключ çулăн 500 метр ытла участокне юсаса йĕркене кĕртнĕ, уйрăм вырăнсенче çĕнĕрен асфальт сарнă. Пĕр миллион тенкĕлĕх ытла ĕçсене «Чувашавтодор» ОООн Шăмăршăри ДРСУ пурнăçланă. Тепĕр участок - Пăчăрлă Пашьел-Вырăс Чукалĕ автоçул. Кунта та юхăннă вырăнсенче 120 метр çĕнĕрен асфальт хывнă - «Транс авто «Рентал» ООО ĕçе пахалăхлă пурнăçлама тăрăшнă. Ял урамĕсем те халĕ ĕлĕкхи мар: малтан хăшпĕр ялсенче пылчăк ашса тухайман пулсан, халĕ - пур çĕрте те асфальт. Калас пулать, вĕсене тытса тăма та сахал мар укçа-тенкĕ каять. Кăçал кăна ку тĕлĕшпе 2 миллион та 87 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Çавăн пекех 5 ял тăрăхĕсенчи урамсене те юсама май килнĕ. Хальхи вăхăтра темиçе ялта урамсенче асфальт сарас ĕçсем пыраççĕ: Виçпỹрт Шăмăршăра, Пăчăрлă Пашьелĕнче, Палтиелĕнче (икĕ урамра), Вырăс Чукалĕн- че. Çак ĕçсем виçĕ çултан вĕçленмелле. Укçа-тенкĕ çителĕклĕ таран уйăрнă темелле. Район центрĕнчи нумай хват- терлĕ çуртсен картишĕсенче йĕрке тăвасси те пысăк тимлĕхре - пур çĕрте те асфальт. Район территорийĕнчи çулсене пăхса, юсаса тăрас тĕлĕшпе ДРСУ яваплă. Кунта вăй хуракансем юсав ĕçĕсене яланах вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ, ку чухнехи çĕнĕ технологисене пăхăнса ĕçлеççĕ. Хĕлле çулсене юртан тасатасси те - вĕсен тивĕçĕ. 

М.КУДРЯШОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика