Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултавçăсене ан ĕненĕр!

17 октября 2015 г.

ĔНЕНЕТПĔР çав, ĕненетпĕр! Палламан çынсене шанса мĕн чухлĕ çын укçа-тенкĕ çухатмасть-ши! Уйрăмах ват çынсем ултав серепине çăмăллăн çакланаççĕ. Акă Шупашкар районĕнче пурăнакан 59 çулхи хĕрарăм çапла 357 пин тенкĕ укçине шывпа юхтарса янă! Унччен аптекăра туяннă таварсемшĕн компенсаци илме пулать тесе ултавçăсем унăн банк счечĕн номерне ыйтса илнĕ. Халĕ çак преступлени пирки полици ĕçченĕсем уголовлă ĕç пуçарнă. Улатăр районĕнче пурăнакан 66 çулхи хĕрарăма 28-мĕш августра ир-ирех палламан çын ывăлĕ машинăпа çынна таптаса кайнă тесе пĕлтернĕ. Ывăлне çак инкекрен хăтарма 5 пин укçа кирлĕ имĕш. Ачисемшĕн аннесем укçа хĕрхенсе тăманнине пĕлеççĕ ултавçăсем. Çапла пулнă та – 5 пин палламан çын кĕсйине ахаллĕн кĕрсе выртнă. Кун пирки те уголовлă ĕç пуçарнă. Ватăсем çеç-и? Çамрăксем те ултава пула шар кураççĕ. Çак районти 39 çулхи хĕрарăма та кăçалхи апрелĕн 30-мĕшĕнче çакнашкал майпах улталаса 5 пин тенкĕ укçине шăйăрса илнĕ. Халĕ улталаннă хĕрарăм тĕрĕслĕхе полици çыннисем тупасса шанса пурăнать. 28 çулхи Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм та улталаннă. Интернет урлă хваттер пỹлĕмĕн алăкне сутасси çинчен пĕлтерỹ панă вăл. Часах туянакан та тупăннă. Таваршăн укçа куçарма унăн банк картин номерĕсене тата пĕрлех укçа çитнине пĕлмешкĕн тесе кодне те ыйтса илнĕ. Çакăн хыççăн сутуçăн картти çинчен 1750 тенкĕ укçа çухалнă. Тимлĕх кирлех палламан çынсем укçа ыйтма сирĕн пата пырсан. Банк карттисен номерĕсене те ют çынсене пĕлтерме кирлĕ мар. Улатăр хулинче пурăнакан 60 çулхи хĕрарăм хăйне улталама паман. Çул çинче ывăлĕ аварине лекни çинчен палламан çын телефонпа пĕлтерсен вăл 100 пин тенкĕ шырама васкаман, çийĕнчех тĕрĕслесе пăхма шутланă – тĕрĕсех-ши çак информаци? Тĕрĕс тунă, унсăрăн каллех укçасăр тăрса юлатчĕ. Асăрхаттарса калатпăр, палламан çынсене шанса укçа ан тыттарăр! Малтан хăвăрăн çывăх çыннăрсенчен, «инкеке лекнĕскерсенчен» кун пирки ыйтса пĕлĕр! Банк карттисен номерĕсене те вăрттăнлăхра упрăр! 

ЧР шалти ĕçсен Министерствин пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика