Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллă пилĕк çул пĕрле

21 октября 2015 г.

Аллă пилĕк çул пĕрле

ÇЕМЬЕСЕНЕ чысласси районта темиçе çул ĕнтĕ ăнăçлă пырать. Пĕрле 50, 55, 65 çул пурăнакансем вара сахал мар. Ыран Патирекри Каленовсем те çакнашкал юбилее паллă тăваççĕ.Çак кунсенче изумруд туй ячĕпе мăшăра районти ЗАГС пайĕн ертỹçи Т.Матвеева, Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Н.Хабибуллина тата социаллă хỹтлĕх пайĕн представителĕ О.Шиллер саламланă, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан В.Денисовăн салам çырăвне панă, асăнмалăх парнесемпе чысланă. Гельзере Садртдиновна тата Халимулла Арифуллович 1960 çултах паллашнă. Вăхăт нумай та иртмен - ялта чаплă туй кĕрленĕ. Унтанпа вара 55 çул хыçа юлнă.Каленовсем пилĕк ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсен савăнăçĕ - тăватă мăнукĕ. Пĕр мăнукĕн ачи те пур ĕнтĕ.Мăшăр ĕмĕрĕпех тăван колхозра ĕçленĕ, тăрăшулăхшăн тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем. Пĕрех килте ахаль лармаççĕ вĕсем - хуçалăхра лаша, чăх-чĕп тытаççĕ, вĕллесем те пур.Каленовсем хăйсене районти хисеплĕ çемьесен шутне кĕртнине хаваспах алă пусса çирĕплетрĕç.

М.ЕФИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика