21 октября 2015 г.
Иртнĕ шăматкун Пĕтĕм тĕнчери аллергипе кĕрешмелли кунпа пĕр килнĕрен, калаçу ытларах аллерги чирĕ тата унран сыхланмалли майсем çинчен пычĕ. Мĕнле асăрханмалла-ха çак хăрушă чир-тен? Кун çинчен каласа кăтартрĕ те Нина Дмитриевна уçăлса çỹренĕ май. «Чи кирли – пурнăçа тĕрĕс йĕркелеме пĕлни, - терĕ кардиолог. - Ỹт-пĕве пиçĕхтерни, спортпа туслă пулни, хăвна ху тасалăхра тытни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, чир-чĕртен сыхланма пулăшакан шанчăклă хỹтлĕх». Вăхăтлă çывăрни те, тĕрĕс апатланни те сывлăха тĕреклетеççĕ. Эрех-сăрапа ашкăнсан вара иммунитет хавшать, нерв тытăмĕ те вăйсăрланать. Кун пек чухне чир-чĕр çыпăçасси те инçе каймасть.Кĕрхи лăпкă çанталăкпа киленнисĕр пуçне, тата нумай усăллă сĕнỹсем илчĕç врачпа уçăлса çỹрекенсем.Акă мĕнле кăмăлпа таврăнчĕç вĕсем:Александр ДЕНИСОВ, Кивĕ Чукал ялĕ, 57 çулта:- Паян çапла уçăлса çỹрени питĕ кăмăла кайрĕ, сывлăхшăн усăллă пулчĕ. Ялта ĕçпе пурăнма хăнăхнă эпир, киле таврăнсан малашне те çак йĕркепех пурăнăп. Врач сĕнĕвĕсене пурне те астуса пытăм – эмел çине кăна шанса тăмалăх çук. Тавтапуç калас килет Нина Дмитриевнăна паянхи паха канашсемшĕн.Зоя МОРОЗОВА, Шăмăршă ялĕ, 56 çулта:- Эпĕ пуçласа врачпа уçăлса çỹрерĕм – питĕ килĕшрĕ! Çак хĕвеллĕ кун кĕрхи çулçăсемпе те килентĕм, Нина Дмитриевна сĕнĕвĕсене те тимлесех итлерĕм. Хамăн пĕлĕшсене те, çывăх çынсене те каласа кăтартăп врачпа уçăлса çỹрени çинчен. Малашне чир-чĕртен сыхлануллăрах пулăпăр!Çапла, сывлăх чылай чухне хамăртан килет. Айтăр-ха паянтан сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнма тытăнар! Ырă кăмăлпа хавхаланса хамăрăн сывлăха упраса пурăнар.
Г.ИВАНОВА.