Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕскер кирлĕ - туянар

21 октября 2015 г.

Мĕскер кирлĕ - туянар

Кĕçех, ноябрĕн 3-мĕшĕнче Шăмăршăра кĕрхи ярмăркка иртет. Пурне те хапăл тăваççĕ унта.Паллах, кашниех выльăх-чĕрлĕх, чĕп-хур усрать. Килте пурне те нумайлăха тытаймăн вĕт - ирĕксĕрех сутма тивет. Кунта çакна шута илни те кирлĕ: аш-какай, сĕт продукчĕсене сутакансен ятарлă справкăсем пулмалла. Чир тени пĕр пĕчĕк сăлтавранах пуçланса кайма пултарать вĕт.Кăçал пахча-çимĕçпе улма-çырла та ăнса пулчĕ. Камшăн - ытлашшипех те. Ỹстернĕ тухăçа камăн сая ярас килтĕр? Ан тив, хакĕ пысăках ан пултăр, - çавах та çемье бюджечĕ те пуянланать.Çакăн пекки те пулкалать: тĕрлĕ сăлтавсене пула хăшĕсем вăхăтра утă-улăм хатĕрлесе хăварайман. Пăшăрханмалли çук - ярмăрккăра выльăх çими çителĕклех пулĕ. Калаçса татăлсан, тен, килех леçсе парĕç. Кишĕр, çарăк, купăста _ эпир сутма пит ăста. Ху туса илнĕ пахча-çимĕçе сутлăха кăларма кам чартăр? Çĕрулми туянас текенсем те çук мар пулĕ. Вăл та çите- лĕклех пулмалла. Тепĕр самант: ярмăрккара хăйсен продукцине сутас текенсенчен вырăн укçи ыйтмаççĕ. Ял тăрăхĕсенче пурă-накансем те хăйсен продукцине туянакансене сĕнме пултараççĕ. Килти хуçалăхра ытлашши тупăнатех - мĕншĕн сая ярас: тенкĕ çумне тенкĕ вĕт.Мĕн пытармалли - ялсенче выльăх усраман çынсем те çук мар. Пахчана вара тислĕк кирлех. Картишре ĕне е ытти выльăх пулмасан ăçтан пултăр «çĕр çăкăрĕ». Ярмăрккара ку ыйтăва та татса пама май пулĕ. Сăмах май вара, çынсене выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама сĕнес килет.

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика