Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администрацийĕн пуçлăхĕ - Владимир ДЕНИСОВ

24 октября 2015 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ - Владимир ДЕНИСОВ

Ăна район пуçлăхĕ М.Хамдеев уçрĕ тата ертсе пычĕ.Чи малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Ю.Васильев район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă В.Фадеева «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» паллăпа чысларĕ.Депутатсен Канашĕн ларăвне çавăн пекех Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Мешков та хутшăнчĕ.Ларура чылай ыйту пăхса тухрĕç. Чи пĕлтерĕшли - район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетесси. Пухăва килнисем çак яваплă ĕçе район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçланă В.Денисова шанса пама йышăнчĕç. - Хисеплĕ депутатсем, район халăхĕ, мана район тилхепине нумай çул тытса пыма шаннăшăн пысăк тав. Пĕрле ĕçленĕ - лайăххи те, начарри те пулнă пулĕ, - терĕ В.Фадеев. - Районта юлашки çулсенче ырă улшăнусем пулнине хамăрах куратпăр.Район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ В.Денисов хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ: малашне ялхуçалăхĕпе экономикăна аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме тивет. Çынсен пурнăç условийĕсене те лайăхлатмалла, çамрăксене яла хăварма, вĕсем валли ĕç вырăнĕсем туса пама тăрăшмалла. Унсăрăн аталану çул-йĕрĕ çине тăраймăпăр. Пурте пĕрле, алла-аллăн кар тăрса ĕçлемелле.О.Ефимов депутат вара çул-йĕр строительствин ыйтăвĕсене хускатрĕ. Лайăх тенĕ çĕртех паянхи куна çитменлĕхсем те пайтах-мĕн.Е.Быков депутат хăй те çамрăк та, вăл çамрăксен ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ял çамрăкĕсене пулăшмаллах - таçта кайса ан çỹреччĕр. Ку тĕлĕшпе вăл хăй те яш-кĕрĕме пулăшма хатĕр.Ю.Старшова çĕр ыйтăвĕ хумхантарать. Выльăхсен йышне те ỹстермелле. Нумай хирсенче халĕ хытхура ашкăрать. Пирĕн çанăсене тавăрса ĕçлемелли нумай, çĕрпе эффективлăрах усă курмалла. Н.Быков вара çĕнĕ çурт-йĕр, объектсем тума чăрмавсем пулни çинче чарăнчĕ. Çак пур ыйтусене те татса пама район администрацийĕн пуçлăхĕн депутатсемпе пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕ.В.Денисова Николай Поликарпов депутат та саламларĕ. Вăл каланă тăрăх, Владимир Васильевич - хăй ĕçне лайăх пĕлекен çын. Вăл шанăçа чăннипех те тỹрре кăларĕ.Депутатсем кун йĕркинчи ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç, тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

(Хамăр корр.)

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика