Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Витесем ан пулччăр пушă

24 октября 2015 г.

Витесем ан пулччăр пушă

Колхоз саланса кайнă хыççăн Карапай Шăмăршăри выльăх-чĕрлĕх витисем куç умĕнчех юхăнма тытăннă: хуçасăр пурлăх çине куç хывакансем те çук мар.О.Хлюкин фермер çакăнпа килĕшесшĕн пулман. Витесем пулнă - вĕсем малашне те тулли пулмалла, выльăх-чĕрлĕх сасси илтĕнмелле.Фермер пикенсех ĕçе пуçăннă. Ĕне витине реконструкцилеме май тупнă вăл. Пуçланă ĕç - малалла.Халĕ фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхсем 42 пуç. Сăвăнакан ĕнесем - вун тăваттă. Темĕн, ĕлĕкрех ĕнесем талăкра 18-шар литр сĕт пани пулнă-ши?Фермăри мĕн пур ĕçсене Виктор Александров йĕркелесе пырать, скотник - Валерий Александров. Ĕнесене вара В.Павлова яланах вăхăтра сума тăрăшать.- Сĕт ытларах суса илесси çакăнтан та нумай килет, - тет Валентина.Пĕрререн - иккĕ, теççĕ халăхра. Эппин, выльăхсен йышне ỹстерсе пымаллах. Кун пек чухне тĕп тимлĕх - ăратлăх. Юлашки вăхăтра О.Хлюкин Муркаш районĕнчи Суворов ячĕллĕ хуçалăхран вун икĕ пушмак пăру туяннă. Пурте - ăратлисем. Хаклине хаклă та - тăкаксем тупăшпа таврăнасса шанас килет.Фермерăн ĕмĕт-тĕллевĕ пысăк: вăл тепĕр çул выльăхсен шутне 100 пуçа çитересшĕн. Выльăхсене хĕл каçарма çиме çителĕклĕ таран хатĕрлесе хăварнă. Хуçалăхра çитес çул, выльăхсен йышĕ ỹснĕ май, тĕрлĕ культурăсем акса çитĕнтермелли лаптăксене те ỹстересшĕн. 

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика