Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар водительсене - Мухтав хучĕсем

24 октября 2015 г.

Çак ятпа Шăмăршăри район больницинче нумай çул тăрăшса ĕçлекен водительсене чысларĕç. Сывлăх сыхлавĕн водителĕсене тĕп врач çумĕ Н.Ильина кардиолог саламларĕ. Раççей Федерацийĕн «Батыревский » ГИБДД уйрăмĕн (Патăрьелпе Шăмăршă районĕсем кĕреççĕ) пуçлăхĕ А.Петров сăмах илчĕ, чирлĕ çынсене вăхăтра пулăшу пама çĕрне-кунне пăхмасăр васкаса çула тухакансене професси кунĕ ячĕпе саламласа ăнăçу сунчĕ. Çак ĕçре пысăк яваплăхпа, тăрăшса ĕçлекен водительсене вăл Чăваш Республикин çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн тĕп патшалăх инспекторĕ В.Романов ячĕпе Тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕ. Çак чыса Юрий Саминовпа Николай Власов тивĕçнĕ. Çавăн пекех больницăн тĕп врачĕн çумĕ Н.Ильинапа учрежденири профсоюз организацине ертсе пыракан И.Поляков Шăмăршă район больницин администрацийĕн Хисеп грамотисемпе пултаруллă водительсене наградăларĕç. Вăл шутра Ю.Руссаков – хуçалăх пайĕн водителĕ тата П.Краснов – васкавлă пулăшу уйрăмĕн водителĕ – пулчĕç. 

А.ЛАРШНИКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика