Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн туянасшăн ял çынни?

24 октября 2015 г.

Мĕн туянасшăн ял çынни?

Çанталăкĕ те, октябрь вĕçĕ пулсан та, кăмăллă тăчĕ - тĕксĕм сивĕ пĕлĕтсем хыçĕнчен савăк хĕвел хутран-ситрен пăхкаласа илет. Суту-илỹ речĕсем хушшинче халăх татăлмасть. Хăшĕ сивĕ кунсем çывхарнине туйса ăшă тумтир туянать, хăшĕ хуçалăхра усă курмалли хатĕр-хĕтĕр илесшĕн хĕвĕшет. Кил-хуçи хĕрарăмĕсем йỹнĕрех пахчаçимĕç, сĕт-çу, аш-какай суйлаççĕ. Акă эпир апат-çимĕç сутакан вырăнта. Кунта халăх уйрăмах йышлă. Сутă тăвакансем хăйсен таварĕсене сĕтелсем çине пурне те курăнмалла хурса тухнă. Тем сутакан та пур кунта: тĕрлĕ сортлă улма-çырла, пахча-çимĕç, аш-какай, пулă, сĕт-çу... Кунтан никам та пуш алăпа каймасть – тутлăн курăнакан, илĕртỹллĕ апат-çимĕçе камăн туянас килмĕ?Халĕ лавккасенче те тĕрлĕрен тавар çителĕклех. Суйламалăх та пур. Пасара вара мĕншĕн кашни юнкун халăх лăк тулли пухăнать-ха? Мĕн илĕртет-ши кунта? Ноябрĕн 3-мĕшĕнче иртекен ялхуçалăх ярмăрккине те йышлă килĕç-ши? Мĕнле тавар туянма ĕмĕтленеççĕ ярмăрккара? Çак ыйтусене патăмăр эпир пасара килнĕ çынсене.

Лидия ВОРОЖЦОВА, пенсионер, Васан ялĕ.Сысна ашĕ туянасшăн килтĕм. Пĕчĕк татăк та çитет мана пĕччене. Ачасем пурте хулара пурăнаççĕ. Килте бройлер чĕпсем те пур-ха, тунсăха сысна ашĕ кăшт илес терĕм. Кунта эпĕ час-часах пулатăп. Ялхуçалăх ярмăрккине те, çанталăк лăпкă тăрсан, çитесшĕн-ха. Тен, нимех те туянмăп – пахча-çимĕç килте те çителĕклĕ - паллакан çынсемпе тĕл пулса калаçни те теме тăрать.

Галина БУЯНКИНА, пенсионер. Шăмăршă ялĕ.Пасара тăварлă пулă туянма çỹретĕп. Пĕрмаях пĕр сутуçăран çеç илетĕп. Паян та авă епле аппетитлă селедкăсем суйласа пачĕ палланă сутăç! Ялхуçалăх ярмăрккине-и? Унта çитме те хирĕç мар! Эпĕ унта купăста туянасшăн. Ярмăрккара таварсем йỹнĕрех пулаканччĕ тата калаçма пĕлсен хакне те чакараççĕ.

Тамара ЕГОРОВА, пенсионер.Шăмăршă ялĕ. Эпĕ кунта тăтăшах пулатăп. Паян акă типĕтнĕ улма-çырла туянтăм – сывлăхшăн усăллă. Ярмăрккăна та тухса курасшăн. Чăх-чĕп валли тырă ниçта тупса илме çук: лавккасенче сутмаççĕ. Тулă илесшĕн.

Александр САВЕЛЬЕВ, Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕ. Шăмăршă пасарне килĕштеретĕп. Кунти хаксем те, тавар пахалăхĕ те тивĕçтерет. Çавăнпа Шăмăрша ятарласа пасара килетĕп. Паян сĕтеклĕ панулми туянтăм акă ачасем валли. Ялхуçалăх ярмăркки хăçан пулассине пĕлменччĕ, килме тăрăшатăп. Çапла иртрĕ суту-илỹ кунĕ. Сутакансем тавар ăнăçлă вырнаçнăран, илекенсем - паха тавар туяннăран кăмăллă юлчĕç.

Шăмăршă  пасарĕнчи хаксем

АШ-КАКАЙ (1 кг):сысна ашĕ – 220 тенкĕ;çусăр сысна ашĕ – 240-250 тенкĕ;чăх тушки -135 тенкĕ.ПАХЧА-ÇИМĔÇ, УЛМА-ÇЫРЛА (1 кг):помидор - 50-55 тенкĕ;купăста -10-12 тенкĕ;чеснок – 180 тенкĕ;пăрăç - 35-45 тенкĕ;панулми – 50-55 тенкĕ;груша – 90-100 тенкĕ;мандарин – 90-100 тенкĕ;виноград – 75-90 тенкĕ;гранат - 150 тенкĕ;хурма – 150 тенкĕ;чернослив – 85 тенкĕ.ПУЛĂ (1 кг):шăнтнă скумбри – 150 тенкĕ;тăварланă сельдь – 180 тенкĕ.СĔТ-ÇУ ( 1 кг):сĕт – 30 тенкĕ;услам çу – 325 тенкĕ;Тутарстанран кỹнĕ услам çу – 260 тенкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика